Тăваньялсем Çеркей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тăваньялсем Çеркей
Сергей Семёнович Сорокин
Çуралнă чухнехи ят: Сергей Семёнович Сорокин
Суя ятсем: Хайхи, Çимун ачи Çеркей, Тăваньялсем Çеркей тата ыттисем те
Çуралнă вăхăт: 1886
Çуралнă вырăн: Кивĕ Тăваньял, Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ
Вилнĕ вăхăт: 1956
Пăхăнулăх:

Раççей империйĕ

РСФСР ССРП CCCP
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, çыравçă, публицист, вĕрентевçĕ, культура ĕçлевçи
Пултарулăх çулĕсем: 1900-1919
Жанр: сăвă, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Тăваньялсем Çеркей (1886-1956) — çыравçă, унран та ытларах — культура ĕçлевçи, халăхшăн ĕçлекенсен витеревçи, вĕрентекен. Сăмахран, вăл Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи текен çынна тата ыттисене те çĕкленме хытă пулăшнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăваньялсем Çеркей (Сергей Семёнович Сорокин) 1886-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кивĕ Таваньялĕнче (халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă[1].

1919-мĕш çулта Пăваран вĕрентевçĕсен пухăвĕнчен таврăннă чухне ăна хурахсем тапăнаççĕ, документсемпе çиелти тумне туртса илеççĕ, аллисене каялла çыхса пуçран тĕллесе переççĕ; вилнĕ тесе улăмпа витсе хăварççĕ[1]. Анчах та вăл сывă юлать, татах та нумай-нумай çул пурăнать.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паянччен сыхланнă сăввисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906-1907-мĕш çулсенче "Хыпар" хаçатпа çыхăнса ĕçленĕ, пичетленнĕ те.

Публицистика тата çырусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăваньялсем Çеркей Хветĕр Уярпа çыру çÿретнĕ, вĕсенчен хăшпĕрисем сыхланса юлнă, пичетленнĕ[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Юмарт Г.Ф. [Тăваньялсем Çеркей пирки.] — "Хыпар" хаçат, 2006, çĕртме, 16

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]