Чăваш чĕлхи
Википедири материал
| Чăваш чĕлхи | |
|---|---|
| Тăван ячĕ: | Чăваш чĕлхи |
| Патшалăхсем: | Раççей |
| Регионсем: | Чăваш Республики, Тутарстан, Пушкăрт Республики, Самар облаçĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Сарăту облаçĕ |
| Официаллă статус: | Чăваш Республики |
| Калаçакансен пур йышĕ: | ~1,3 млн. |
| Статус: | ăнăçсăр |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Алтай çемьйи | |
| Çырулăх: | кириллица (чаваш алфавичĕ) |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ГОСТ 7.75–97: | чув 795 |
| ISO 639-1: | cv |
| ISO 639-2: | chv |
| ISO 639-3: | chv |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри, пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи пăлхарпа хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Унăн виçĕ диалект пур: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи.
Тупмалли |
[тӳрлет] Чăваш чĕлхин характеристики
Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ , фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе.
[тӳрлет] Чаваш чĕлхин диалекчĕсем
Юлашки çулсенчи тĕпчев ĕçĕсене хисеплесе, хальхи чăваш чĕлхинче тăватă диалект палартнă: у-калакан, о-калакан, касса хăваракан аффикслă, «-ке» диалекчĕ.
- Чăваш халăхĕн чылайăшĕ у-калакан диалекчĕпе усă курать. Вĕсен шутне анатри (низовые) тата анат енчи (средненизовые) чăваш çыннисем кĕреççĕ.
- О-калакан диалекчĕпе вирьял е тури (верхние) чăвашĕсем калаçаççĕ.
- Касса хăваракан аффикăслă диалекчĕпе калаçакансем — Шăмăршă тата Патăрьел чăвашĕсем.
- «-Ке» диалекчĕпе Элĕк районĕн, Муркаш районĕн, Çĕмĕрле районĕн тата Етĕрне районĕн чăвашĕсем.
Чĕлхен çак диалекчĕсем кашни хăй тĕллĕн чылай тапхăр тăсăлăвĕнче аталанса пынă, çавăнпа вĕсем халĕ те пĕр-пĕрин çине пусăм-сĕм яраймаççĕ.
Кашни чăваш диалекчĕн авал хăйĕн патшалăхĕ пулнă. Хальхи чăваш халăхĕ авалхи 5-6 патшалăхĕсенче пурăннă теме сăлтавсен никĕсĕсем пур. Каспиçум сăварĕсем ячĕпе чăвашсен асаттисем Атăл çине куçса килнĕ те паянкунхи чăваш тĕнчин никĕсне çирĕплетсе тăраççĕ.
[тӳрлет] Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсем
Чăвашла тухакан хаçат-журнал, радиокăларăмсемпе телепередачăсем Чăваш Енре те, ун тулăшĕнче те тухаççĕ.
[тӳрлет] Усă куракан кодлăхĕсем
Вырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:
| Символ | HTML | Latin 1+A | Unicode | UTF-8 | CP1251(чув.) | CP866(чув.) |
|---|---|---|---|---|---|---|
| Ӑӑ | Ӑ ӑ | Ă ă | 4D0 4D1 | D3.90 D3.91 | 8C 9C | F2 F3 |
| Ӗӗ | Ӗ ӗ | Ĕ ĕ | 4D6 4D7 | D3.96 D3.97 | 8D 9D | F4 F5 |
| Ҫҫ | Ҫ ҫ | Ç ç | 4AA 4AB | D2.AA D2.AB | 8E 9E | F6 F7 |
| Ӳӳ | Ӳ ӳ | Ÿ ÿ | 4F2 4F3 | D3.B2 D3.B3 | 8F 9F | F8 F9 |
Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ.
[тӳрлет] Чăваш чĕлхине тĕпченин историйĕ
Тĕп статья: Чăваш чĕлхине тĕпченин кун-çулĕ.
[тӳрлет] Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем
Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Вуламалли
- Сергеев Л. П., Чăваш чĕлхи, Шупашкар, 1994.
- Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1445-0.
[тӳрлет] Каçăсем
- Чăваш-вырăсла Вебсăмахсарĕ, ку сайтра этимологи пайĕ те пур
- Чăваш Халăх Канашлавĕ, ыйту пулсан, кунта çӳтсе явма пултаратпăр
| Тĕрĕк чĕлхисем | |||
| Хĕвеланăç тĕрĕк чĕлхисем | |||
| Пăлхар | Пăлхар† | Чăваш | Хун† | Хазар† | ||
| Чагатай | Aini²| Чагатай† | Ili Turki | Lop | Уйгур | Узбек | ||
| Кăпчак | Бараба | Пушкăрт | Крым тутарĕсен¹ | Куман† | Карачай-Палкар | Караим | Каракалпак | Казах | Кăпчак† | Крымчак | Кумык | Нухай | Тутар | Урум¹ | ||
| Огуз | Афшар | Азербайджан | Крым тутарĕсен¹ | Гагауз | Хоросани турккă | Османтурккㆠ| Печенег† | Кашкай | Салар | Турккă | Турмен | Урум¹ | ||
| Хĕвелтухăç тĕрĕк чĕлхисем | |||
| Халай | Халай | ||
| Кăркăс-Кыпчак | Алтай | Кăркăс | ||
| Уйгур | Чулым | Долган | Fuyü Gïrgïs | Хакас | Çурçĕр алтай | Шор | Тофалар | Тува | Хĕвеланăç Юкур | Саха / Якут | ||
| Авалхи тĕрĕк чĕлхи† | |||
| Ăнлантаркăч: ¹Пĕр ушкăнра мар, ²Хутăш чĕлхе, †çухалнă чĕлхесем | |||
çç

