Тĕкĕрлек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тĕкĕрлек
Текĕрлек аçи
Текĕрлек аçи
Ăслăлăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордăллисем
Кĕçĕн тĕс: Çурăм шăммилисем
Класс: Кайăксем
Кĕçĕн класс: Новонёбные
Отряд: Ржанкообразные
Çемье: Ржанковые
Ăрат: Тĕкĕрлексем
Тĕс: Тĕкĕрлек
Латин ячĕ
Vanellus vanellus L., 1758
Wikispecies-logo.svg
Викитĕссенчи
систематика
Commons-logo.svg
Ӳкерчĕксем

Шаблон:Taxobox NCBI

ITIS 176481
Vanellus vanellus
Тĕкĕрлĕк аçи

Тĕкĕрлек (Vanellus vanellus) — пĕчĕк вĕçен кайăк.

Тĕкĕрлек Атлантикăпа Лăпкă океан хушшинче, Кăнтăр поляр çаври таран çĕрсенче пурăнать; кунта вăл çу уйăхĕсене ирттерет; Анăç Европăра Балти тинĕсĕнчен кăнтăрарах — вырăнти кайăк шутланать. Хĕл каçма Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашне, Кĕçĕн Азине, Персине, Çурçĕр Индине, Китайа тата Кăнтăр Японине вĕçеççĕ. Тĕкĕрлек йăва тума питĕ ирех вĕçсе килет, широта тăрăх сăнасан, нарăс веçĕнчен пуçласа ака уйăх пуçнелле, нӳрĕк улăхсенче тата сайра йывăç тĕммиллĕ курăклă шурлăхсенче вырнаçать.

Тĕкĕрлек — çав тери маттур вĕçекенскер, аçисем мăшăрлану тапхăрĕнче амисем умĕнче тӳпере вĕçсе иллентереççĕ. Йăвине çĕр çинче шăтăкра тăваççĕ. Ама тĕкĕрлек 4 çамарта тăвать, çăмартине ларма аçи те пулăшать; хăрушлăх тухсан чĕпписем пытанма пĕлеççĕ. Вĕçсе каяс умĕн тĕкĕрлексем темиçе çĕре çитекен ушкăна пуçтарăнаççĕ, çурçĕрте йăва вырăнĕсене çурла вĕçĕнче хăвараççĕ, кăнтăрта çĕр шăнттичченех юлаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]