Тайăлу (грамматика)
Википедири материал
Тайăлу, — глагол кăтартакан ĕç чăнлăхпа çыхăннине пĕлтерекен грамматика категорийĕ. Тайăлу хорми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Чăваш чĕлхинче
Чăваш чĕлхинче тăватă тайăлу: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшӳ.
[тӳрлет] Кăтарту тайăлăвĕ
Кăтарту тайăлăвĕн хорми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона каятпăр). Çавăнпа кăтарту тайăлăвĕн виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăчĕ — хорминче пулать.
Кăтарту тайăлăвĕн ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.
[тӳрлет] Хушу тайăлăвĕ
Хушу тайăлăвĕн хорми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку тайăлу пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.
Хушу тайăлăвĕн 2 сăпат хорми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ). Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕрешкел мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.
[тӳрлет] Ĕмĕт тайăлăвĕ
Ĕмĕт тайăлăвĕ ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн хорми глагол тĕпĕпе тайăлу аффиксĕ хушшине -м аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).
[тӳрлет] Килĕшӳ тайăлăвĕ
Килĕшӳ тайăлăвĕпе калаканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç вĕçленĕвĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Тайăлу пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак тайăлун хирĕçлев аспекчĕ -м аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.
Ку тайăлăвăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.
[тӳрлет] Вырăс чĕлхинче
Вырăс чĕлхинче виçĕ тайăлу: Кăтарту, Ĕмĕт тата Хушу.