Тарент (мифологи)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тарент (дорилле Тарант, ав.гр. Τάρας) — авалхи грек мифологийĕнчи персонаж.
Тарентăн ашшĕ Посейдон, амăшĕ нимфа пулнă. Ытти версисем тăрăх амăшĕн ячĕ Сатира пулса тухать. Геракл ачи пек те асăнни пур. Тепĕр версипе килĕшӳллĕн ун амăшĕ Минос хĕрĕ пулнă.
Тарент ячĕпе хула тата юханшыв ятне панă.
Тарент сăнĕ Дельфы хулара пулнă.