Контент патне куҫ

Теодор Шторм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шторм хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Теодор Шторм
Çуралнă чухнехи ят: ним. Storm Theodor
Çуралнă вăхăт: 1932, нарăс, 7
Çуралнă вырăн: Хузум х., Çурçĕр Фрисланд, Германи
Вилнĕ вăхăт: 1888, утă, 4
Вилнĕ вырăн: Хадемаршен (Гольштейн), Çурçĕр Фрисланд
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă тата сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: нимĕç

Теодор Шторм (ним. Storm Theodor) — нимĕçсен паллă çыравçи, сăвăçĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Теодор Штормăн çуралнă вырăнĕ — Çурçĕр Фрисланди. Хăйĕн тăван хулинче латин шкулĕнче, Любекре гимназире вĕреннĕ, Киль тата Берлин университечĕсенче право пĕлӳне пухнă. 1843–1853 çулсенче юрист ĕç-пуçне Хузум хулинче пикеннĕ.

Ун чухне Шлезвиг херцăклăхпа Дансен патшалăхĕ хушшинчи ĕçсем хĕрӳллĕхе кĕрсе кайнă пулнă, пăлхав хыпса тухать, вырăнти нимĕç халăхĕ майлă Прусси вăрçăпа тухать, çапах та тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă тытăçура пăлхава дансем пусараççĕ, çакăнпа килĕшеймесĕр Шторм Пруссие эмиграцие каять. 1864 çулта герман-дан вăрçисем хыççăн Шлезвиг Данирен уйрăлать. Шторм Хузума таврăнать те 1880 çулччен юрист ĕçĕнче вăй хурать. Çыравçă Хадемаршенре (Гольштейн) 1888 çулхи утăн 4-мĕшĕнче вилет.

Лирика юррипе поэзин юлашки ăсти пулса, Шторм XIX ĕмĕрте Л. Тик пуçарнă сăвăçлăх йăлине çӳллĕ шая çити ӳстерет. Унăн сăввисем (Gedichte, 1852) нимĕç çавăç-лирики йышĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Уйрăмах унăн новеллисем мăнаçлăн шăранса тухаççĕ. Пĕрремĕш курăнăвлă новелли XIX ĕмĕрте пурне те паллă Иммензее (Immensee, 1850) шутланать, çапах та чи пахараххи "Шур утланçă" (Der Schimmelreiter, 1888) тата Aquis submersus (лат. «Шывра путăнни») мерченĕ (1876) пулать.

Шторм ĕçĕсене вырăсла куçаракансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

С. Григорьева, Т. Путинцева, Е. Михелевич, Л. Коган, Д. Каравкина, И. Зусманович, Вс. Розанов, Е. Янова, Б. Замарин, Н. Касаткина, Н. Аверьянова, А. Авербах.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Манн Т. Теодор Шторм / Т. Манн // Собр.соч.: В 10 т.- М., 1960.- Т.10. - С.14-36.