Торонто

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Торонто
Хула гербĕ
Патшалăх: Канада
Регион: Голден-Хорсшу
Никĕсленĕ: 1793
Хула, çултан: 6.3.1834
Халăх йышĕ, пин çын: 2 615 060 (2011)
Хула лаптăкĕ: 630,21 км2
Геогр. анлăхĕ: 43°39′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 79°23′х.а.д.


Торо́нто (акăл. Toronto [təˈrɒntoʊ]) — Канадăри чи пысăкхула, Онтарио (провинци)н тĕп хули. 2 615 060 çын пурăнать(2011). Миссиссога, Брэмптон, Маркем тата ытти хуласемпе пĕрле Пысăк Торонто хула агломерацийĕ пулать, унта 5715 пин çын пурăнать.

Торонто Онтарио кӳллин хĕвеланăç çыранĕнче вырнаçнă нумай çын пурăнакан (7 млн яхăн) «Ылтăн таканăн» пайĕ. Канадăра пурăнакансен пĕрре виççĕĕмĕш пайĕ Торонтăран 500 км радиурса пурăнать. Куанадăри ĕç вырăнĕсен улттăмăш пайĕ хула территоринче вырнаçнă.

Торонто Канадăн экономине ертсе пыракан хула. The Economist журнал 2011-мĕш çулта хулана пурнăç шайĕпе тĕнчере тăваттăмĕш вырăна вырнаçтарнă[1]. 2010-мĕш çулта Торонтăра Пысăк çирĕмĕн саммичĕ иртнĕ[2].

Торонтăран çурçĕр-хĕвелтухăç еннелле Пикеринг хулинче 8 атомлă реакторлă атом электростанцийĕ вырнаçнă.

Пурăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Торонто хулинче тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. 2006-мĕш çулхи ççырупа хулара пурăăнакансен 47% Канадăра çуралман. Иммигрантсен 9,6 % Индирен тухнă, 8,2 % — Китайран, 5,6шар % — Италипе Филиппинран, 1,3 % — Раççейрен, 1,2 % — Украинăран[3].

Сăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăванла хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Sister cities of Toronto

Партнер хуласем[4]

Туслăх хулисем[4]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каççăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]