Контент патне куҫ

Уртюш (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Уртюш (выр. Уртюж) — Чулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Хура шывăн сылтăм юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Бархатиха ятлă ялтан тăхăр çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçалла, вăрманта вырнаçнă. Малтан кăнтăралла, кайран хĕвелтухăçнелле юхать. Бархатиха ялтан вунă çухрăм хĕвелтухăçнелле Хура шывне юхса кĕрет.

Уртюш шывăн юппийĕсем сахал, пысăккисем çук. Шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула çынсем ун тăрăхĕнче пурăнмаççĕ.