Фессали

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Фессали, — Элладăн çурçĕр-хĕвелтухăç енчи историллĕ тăрăх. Халĕ Грецин административлă облаçĕ.

Ӗлĕк-авал[тӳрлет]

Фессали тăрăхне Гестиотида, Пеласги, Тессалиотида, Фтиотида, Магнеси, Долопи, Эта тата Мелида облаçĕсем кĕнĕ, пеласгисем кунта пурăннă.

Пирĕн эрăччен 344 çулта Македони патши II-мĕш Филипп Фессалине хăй аллине туртса илнĕ. 148 çулта ку вырăна римлянсем çĕнсе илнĕ. 1393 çулта турккăсем тытса илнĕ. 1833 çулта пĕр пайĕ Грецине куçнă, ыттисем вара 1881 çулта çеç Грецине куçнă, Трикалапа Ларисса номĕсене йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра[тӳрлет]

Хальхи вăхăтра ку пысăк ял хуçалăх районĕ. Унти пысăк хуласем: Волос, Ларисса тата Трикала.

2005 çулта кунта 760 714 çын пурăннă. Лаптăкĕ 14 037 км²

Каçăсем[тӳрлет]