Франксен патшалăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Franks expansion

Франксен патшалăхĕ (Франксен короллĕхĕ, Франк патшалăхĕ) (лат. Regnum Francorum, Francia, Frankia; фр. royaume des Francs; ним. Frankenreich) — Хĕвеланăç Рим империйĕн территорийĕнче ытти варвăрла короллĕхсемпе пĕрле çуралса V—IX ĕмĕрсенчи Хăвеланăç тата Варринчи Европăра пулнă-пурăннă патшалăх. III ĕмĕртен пуçласа унăн вăта территорийĕнче, тĕпрен илсен, франксем пурăннă. Карл Мартелл, унăн ывăлĕ Лутра Пипин, мăнукĕ Аслă Карл ĕмпӳсем тăрăшнипе IX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлнелле патшалăх питĕ пысăкланса кайнă.

Франксен патшалăхĕ 814-мĕш çулта импери пулса тăнă та ăна çавăнтанпа Анăç империйĕ тенĕ (историографсен чĕлхипе — Каролингсен империйĕ).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]