Хăйăр
Википедири материал
Хăйăр – тĕпреннĕ ту юлашкийĕ е ятарласа хатĕрленĕ материал. Нумай чухне таса кварцран (кремни йӳçекĕ) тăрать. Хăйăр сăмаха пĕреллĕ хисепре кăна усă кураççĕ, калăпăр, хăйăрсем тени пуплев йăнăшĕ шутланать.
[тӳрлет] Ахаль хăйăр
Ахаль хăйăр икĕ тĕрлĕ пулать: çĕр айĕнчен чавса кăлараканни тата юханшыв хăйăрĕ. Çĕр айĕнчен чавса кăларакан хăйăрта тăм пĕрчисем нумай, юханшыв хăйăрĕ вара таса хăйăртан тăрать.
[тӳрлет] Хатĕрленĕ хăйăр
Ку йышши хăйăра чула ятарласа вĕтетсе тăваççĕ.