Хаапсалу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хаапсалу (историллĕ ячĕ — Гапсаль (швед. Hapsal, ним. Hapsal). — Эстонин çурçĕр-анăçри хули, Ляэнемаас маакондăн (уесĕн) тĕпĕ. Эстон чĕлхинчен куçарсан «осиновая роща» пĕлтерет.

Халăхĕ[тӳрлет]

Халăхĕ йышĕ 15 пине яхăн.

Истори[тӳрлет]

Ӗлĕк çынсем паянхи хула вырăнĕнче 1279 çултанпа пурăнма пуçланă. Ун чухне Гапсаль Озель-Вик епископăн резиденци пулса тăнă, 300 çул хушши нимĕç швед, дани колонизаторĕсен Эстонири никĕсĕ пулнă. Çав вăхăтри çуртсем хула архитектуринче сыхланса юлнă - тĕслĕхрен, Хаапсалу карманĕ, чарăнса тăмалли кил-çурт, кунта 1721 çулта Швеципе Ништад мирĕпе Раççей империне кĕнĕ хыççăн Аслă Пётр патша чарăнса каннă теççĕ. Çапах та, 1944 çулченех, кунта балти швечĕсен Эстонири культура кăвайчĕ пулнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн вĕсене кунтан кăларса янă (депортаци тунă).