Хайди Тальявини

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хайди Тальявини (Heidi Tagliavini) — швейцар дипломачĕ. 2003 çулта NZZ Folio (уйăхсерен тухакан Neue Zürcher Zeitung журнал) ăна «Швейцарин чаплă дипломачĕ» тенĕ(ним. die herausragende Diplomatin der Schweiz)[1]. Кăнтăр Осетири хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕн сăлтавĕсене шыраса тĕпчекен комиссие ертсе пынă[2].

Çиччĕ чĕлхепе калаçать. Рональд Рейганпа Михаил Горбачёвăн 1985 çулта Женевăри тĕлпулăвĕнче Швейцари президенчĕ Курт Фурглер валли вырăсларан куçарнă[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайди 1950 çулта Базельре[3] итал кăкĕнчен тухнă архитекторпа Люцернăра çуралнă ӳкерçĕн çемьинче çуралнă[1]. 1982 çулта начала работать в Федерацин ютçĕр ĕçĕсен департаментĕнче ĕçлеме тытăннă, 1984 çултанпа — Департаментăн политика управленинче[2]. 1995 çулта Чечнере ЕХПО пулăшав ушкăнĕн пайташĕ пулнă[4]. 1996 çулта Мускавра Швейцари элчелĕхĕнче ĕçленĕ[5]. 1998 - 1999 çулсенче Грузире ПНО сăнав миссийĕн пуçлăх çумĕ пулнă[4].

Швецарие 1999 çулта таврăнсан Федерацин ютçĕр ĕçĕсен департаменчĕн Политика управленин Гуманитари хăрушсăрлăхĕн политка уйрăмĕн пуçлăхĕ ĕç вырăнне йышăннă[5].

2000 - 2001 çулсенче ЕХПО председателĕн Кавказри сăпатлă элчи пулса тăрăшнă[3]. 2001 - 2002 çулсенче Боснипе Герцеговинăра швейцар элчи пулнă[5]. 2002 çулта ПНО Грузири сăнав миссине ертсе пынă[5]. 2006 çулта Берна таврăнсан, заняла Федерацин ютçĕр ĕçĕсен департаменчĕн Политка управлени пуçлăхĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ[2].

2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче Тальявиние Кăнтăр Осетири хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕн сăлтавĕсене шыраса тĕпчекен комиссие ертсе пыма хушнă[4]. Ăна 1,6 млн евро чухлĕ бюджет укçине уйăрса панă. Комиссин евитне 2009 çулхи утăн 31-мĕшĕ тĕлне хатĕрлемелле пулнă, анчах ăна авăнăн 30-мĕшĕ çине куçарнă[6]. Юлашки евитĕнче каланипе, Грузи вăрçăна пуçланă пулин те, иккĕ енĕ те хирĕçĕве хĕртнĕшĕн айăплă[7].

2009 çул вĕçĕнчен пуçласа 2010 çулăн пуçламăшченех ЕХПО по наблюдению за Украинăри президент суйлавне сăнакан миссине ертсе пынă[8].

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1998 çулта «Признаки разрушения» (ним. Zeichen der Zerstörung) кĕнекене пичетленĕ[9], унта хăй çапса илнĕ вăрçăра арканнă Чечня фотографисем кĕнĕ. 2000 çулта Хайди Тальявинипе Фраймут Дуве редакципе «Защита будущего. Кавказ в поисках мира» кĕнеке çутта тухнă[10], унăн ăшне 26 авторăн тексчĕ, çав шутра Тальявини хăйĕн те, кĕнĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Andreas Dietrich. Madame Courage (ним.), NZZ Folio (сентябрь 2003). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  2. ^ 1, 2 тата 3 Une Suissesse pressentie pour enquêter sur la guerre en Géorgie (фр.), 24 heures (21 ноября 2008). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  3. ^ 1 тата 2 Ernennung von Botschafterin Heidi Tagliavini zur persönlichen Vertreterin des Amtierenden Vorsitzenden der OSZE für Missionen im Kaukasus (ним.). Eidgenössisches Departement für auswärtige Angelegenheiten (2000-кăрлач-13). çăлкуçран архивланă 25 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  4. ^ 1, 2 тата 3 Tagliavini to lead Georgia inquiry (акăлч.), Swissinfo (21 ноября 2008). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  5. ^ 1, 2, 3 тата 4 Secretary-General Appoints Heidi Tagliavini of Switzerland As Special Representative for Georgia, Head of UNOMIG (акăлч.) (23 мая 2002). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  6. ^ Андрей Федяшин Саакашвили возвращается на войну. РИА Новости (6 августа 2009). çăлкуçран архивланă 17 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  7. ^ Georgia 'started unjustified war', BBC News (2009-аван-30). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  8. ^ БДИПЧ ОБСЕ официально открыла миссию по наблюдению за выборами президента Украины, Интерфакс-Украина (2009-чӳк-26). Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  9. ^ Heidi Tagliavini Zeichen der Zerstörung. — Benteli, 1998. — ISBN 978-3-7165-1144-2
  10. ^ Защита будущего. Кавказ в поисках мира / Фраймут Дуве тата Хайди Тальявини ред.. — Глагол, 2000. — ISBN 5-87532-061-3