Базель
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Базель (ним. Basel, фр. Bâle) — Швейцари хули, Базель-Штадт кантонăн тĕпĕ. Кунта çĕршывăн ватă университечĕ ĕçлет (1460).
Тупмалли |
Халăхĕ [тӳрлет]
Хулара 166'000 çын ытла пурăнать.
Хуçăлăхĕ [тӳрлет]
Рейн çинчи порчĕ — Швейцарин япала турттарас енĕпе пĕртен-пĕр вырăнĕ, Рейн витĕр япаласене Роттердам тинĕс портне çитереççĕ. Тĕнчери аэропорчĕпе виçĕ çĕршыв — Франци, Германи тата Швейцари хуçаланаççĕ. Хăй вара Франци çĕрĕнче ларать. Базель — пысăк сутă-илӳллĕ, финанс тата культура тĕпĕ. Базельте Тĕнчери укçа куçарас/шутлас пĕрлешӳллĕ Банкĕн тĕп-хваттерĕ ĕçлет. Базель — Швейцарин хими тата фармацевтика промыçлĕ тĕпĕ. Кунта Novartis, Hoffmann–La Roche, Clariant компанисен тĕп-хваттерĕсем вырнаçнă.
Курса çӳремеллисем [тӳрлет]
Спорт [тӳрлет]
Хулан Базель ятлă футбол ушкăнĕ пур.