Чернижка (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Чернижка — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Семёново ял çывăхĕнчи вăрманта вырнаçнă. Пĕтĕмшĕле илсен çурçĕр-хĕвеланăçнелле юхать. Уста шывĕпе Уста ялĕнчен виçĕ çухрăм кăнтăралла пĕрлешет.
Чернижка юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăккисем çук. Юханшыв шурлăхлă вăрман ăшшĕн юхать, çавна май ун хĕрринче çынсем пурăнмаççĕ. Пуçĕ тĕлĕнче çеç Семёново ятлă ял ларать.