Контент патне куҫ

Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Светлана Чиркова-Лозовая
Пайăр хыпар
Арлăх: хĕрарăм
Тулли ят: Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая
Гражданлăх: Эстони ялавĕ
Ăстаçăлăх: фехтовани
Çуралнă вăхăт: 1945, чӳк, 5
Çуралнă вырăн: Тупнер, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Тренер(сем): Виталий Аркадьев
Çӳллĕш: 168 см
Йывăрăш: 63 кг63 кг

Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна (1945 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Тупнер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР çур.)- чăвашран тухнă паллă совет тата эстон спортсменĕ, рапирист, икĕ хут Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1950-мĕш çулта амăшĕпе пĕрле Эстоние, Таллин хулине куçса кайнă. Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах кайнă [1]. 7-мĕш классра фехтовани секцине çӳреме тытăннă. 1967-мĕш çулта Эстони чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, каярах тата 6 хутчен çак ята çирĕплетнĕ.

1977-мĕш çултанпа тренер пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те (Эдуард Бер (1975) тата Кирилл Лозовой) фехтованипе енĕпе аталанаççĕ.

Таллинри педагогика институчĕ - 1973.

Хутшăннă ăмăртусем, çитĕнĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Икĕ хут олимп чемпионĕ (1968, 1972);
  • Тĕнче чемпионĕ: (кĕмел тата йĕс медальсем (1969) , ылтăн (1970-1971).
  • СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти - 19672.
  • 3-мĕш шайри Шурă Çăлтăр орденĕ - 2006.
  • Эстони олимп комитечĕн хисеплĕ пайташĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]