Чулхула облаçĕн Павлово районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Павлово районĕ, — Чулхула облаçĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă район. Ку районпа юнашар Володарск, Богородск, Сосновски, Вача районĕсем, Владимир облаçĕ вырнаçнă. Администраци Павлово хулинче вырнаçнă.

Район лаптăкĕ 106100 гектар.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

2003 çул пуçламăшĕнче кунта 110 900 çын пурăннă. Ытларах пайĕ (81,9%) хуласенче пурăнать. Районта виçĕ хула вырнаçнă: Павлово, Ворсма, Горбатов.

Истори[тӳрлет]

Культура[тӳрлет]

Районта 112 вĕрентӳ учреждениĕ вырнаçнă. Вĕсенчен 43 шкул. Профессине вĕрентекен учреждением шучĕнче 16-мĕш ПТУ тата 31-мĕш ПТУ шутланаççĕ. Çавăн пекех Павловăри И. И. Лепсе ячĕпе хисепленекен автомеханика техникумне, ӳнерпе промышленность техникумне асăнмалла.

Районта 31 вулавăш, 26 культура керменĕ, Павловăри ӳнер шкулĕ, Павловăри кĕвĕ шкулĕ, курав залĕ, Павловăри истори музейĕ пур. 6 стадион, 2 спорт çурчĕ, 46 спортзал, 1 ишмелли бассейн, 2 йĕлтĕр бази, 3 пемелли тир спорт тĕлĕшенчен халăха аталанма пулăшать.

14 пульница пур.