Шпалер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шпалерпӳлĕме, хăш чух маччана та, çыпăçтармалли материал, яланхиллех рулонпа сутаççĕ. Шпалерсене хутран, пусмаран тата полимертан (винил тата урăххисем) тăваççĕ.

Тупмалли

[тӳрлет] Шпалер усăллăхĕ

Шпалера ытларах декорациллĕ тĕлĕпе усă кураççĕ, стенан шăтăкĕсене, çурăкĕсене хуплаççĕ. Çавна пула пӳлĕмре таса сывлăш тăрать. Шпалерпа стенасен хуплаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсен тĕсĕ пӳлĕмри çутăлăхне улăштарать.

[тӳрлет] Пулса тухнин кун-çулĕ

XVIII ĕмĕрчен Европăра тĕртнĕ шпалерпа ĕçленĕ, ăна стенапа мачча çине çапса çыпăçтарнă. Хутлă шпалерсене тахçанхи йăлапах Тухăç Азире (Китай, Япони) усă курнă.

[тӳрлет] Шпалер тĕсĕсем

  • Хутлă шпалер
  • Виниллă шпалер
  • Текстиллĕ шпалер
  • Шĕвек шпалер
  • Кантăклă шпалер
  • Фотошпалер

[тӳрлет] Шпалер усăллăхĕ

Çаплах шпалерсем сасăна çăтса илеççĕ, çак чухне сӳсленчĕк сасă тытса чаракан материалсемпе усă кураççĕ, (ытларах текстиль тупăшлă каяшĕ). Çавăн пек шпалера сасă янракан пӳлĕмсенче çыпăçтараççĕ.

[тӳрлет] Шпалер уйрăмлăхĕсем

  • Ахаллисем
    • Сăрласа хытарманнисем (ӳкерчĕке шурă е тĕслĕ хут çине пичетлеççĕ)
    • Сăрласа хытарнисем (ӳкерчĕке малтанах сăрласа хатĕрленĕ хут çине пичетлеççĕ)
    • Фон шпалерĕсем (ӳкерчĕксĕр, пĕр тон мат тĕсĕллĕ)
    • Тиснёные (рельефпа кăнтарса тăракан ӳкерчĕк)
  • Шыв тытаканнисем
    • Пичетленисем, шыва хирĕç тытăмлă полимер хушса тунă сăрланисем;
    • Полимер эмульсипе тата лакĕсемпе тунă хӳтĕлӳ сийĕпе пит енче пичетленисем;
  • Сасă çăтаканни
    • Ворс сийĕллĕ хут

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем