Шумер чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шумер чĕлхи — пирĕн эрăччен тăваттăмĕш пинçуллăхра Кăнтăр Месопотамире пурăннă авалхи шумерсен чĕлхи. Пирĕн эрăччен 2000 ç. шумер чĕлхине пуплеврен аккад чĕлхи ылмаштарать пулин те, унпа таса, литургиллĕ тата ăслăх чĕлхи вырăнне хурса пирĕн эрă пуçланичченех усă кураççĕ.

Истори[тӳрлет]

Шумер чĕлхин аталанăвĕнче пилĕк тапхăра палăртаççĕ:

  1. Архаика (пирĕн эрăччен 3000—2750 çç.)
  2. Ватă шумер (пирĕн эрăччен 2750—2136 çç.)
  3. Çĕнĕ шумер (пирĕн эрăччен 2136—1996 çç.)
  4. Кай шумер е Ватă вавилон шумер (пирĕн эрăччен 1996—1736 çç.)
  5. Шумер хыççăнхи (пирĕн эрăччен 1736 ç. — пирĕн эрăччен II ĕмĕр)

Çырулăхĕ[тӳрлет]

Чĕлхере савăл çырулăхĕпе усă курнă. Çырулăхĕ сăмахлă-сыпăклă. Никĕсĕнче ӳкерчĕк паллисем (пиктограммăсем) выртаççĕ, çак идеограммăсем сăмаха мар, ассоциативлă çыхăннă темиçе пĕлертĕве (концепта) кăтараççĕ.

Грамматика хаклăхĕ[тӳрлет]

Шумер чĕлхи — агглютинативлă чĕлхе, сăмаха çыхăнуллă уйрăм суффикссемпе морфемсенчен тытăнса тăрать. Синтаксис енĕпе чĕлхене эргативлисен шутне кĕртеççĕ.

Каçăсем[тӳрлет]