Шупашкар ӳнер вĕрентĕшĕ
Курӑнакан калӑплав
Шупашкар ÿнер вĕрентĕшĕ — Вăтам Атăлçири ÿнер вĕрентĕшĕ, Шупашкар хулинче вырнаçнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕрентĕше 1934-мĕш çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче никĕсленĕ. Улатăр типографин ФЗУ шкулĕ çумĕнчи гравюра уйрăмĕнчен пулса тухнă. 1936-мĕш çулта шкултан ÿнер-гравёр вĕрентĕшĕ туса хунă. 1940-мĕш çулта Улатăрти ÿнер-гравёр вĕрентĕшне Шупашкара куçарнă та пилĕк çул вĕренмелли Чăваш патшалăх ÿнер вĕрентĕшĕ тесе ят панă, 1948-мĕш çултан вара Шупашкар ÿнер вĕрентĕшĕ туса хунă.
Çав вăхăтран вĕрентĕш Шупашкар хулин авалхи пайĕнче, Атăл хĕрринче, ĕлĕххи çуртра — XVIII-мĕш ĕмĕрти архитектура палăкĕнче, Соловцов суту-илÿçĕн ĕлĕххи çуртĕнче вырнаçать.
Вĕрентĕшĕн уйрăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сăрă-ÿнер уйрăмĕ (специализаци: ÿнер-вĕрентÿ);
- Графика тата тавралăх дизайнĕ;
- Йывăçа илемлĕн капăрлатакан уйрăм;
- Капăр ал-ĕçĕ ÿнерĕн тата халăх промăçлăх уйрăмĕ;
- Театр декораци ÿнерĕн уйрăмĕ.
Паллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Филиппов Орест Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Семёнов Валерий Семёнович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи.
- Бритвин Виктор Глебович (10.утă.1955, Шупашкар Чăваш Ен) — Чăваш Енпе Раççейĕн Тава тивĕçлĕ ӳнерӳçипе ӳкерçи, ССРП ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, тĕнче, вырăс тата чăваш çыравĕн капăрлату ӳкерчĕкĕсен хăйлавçи.
- Дуняк Ольга Александровна (19.юпа.1940, Шупашкар Чăваш Ен) — Чăваш Ен тава тивĕçлĕ ÿнерçи, СССР ÿнерçисен ушкăнĕн пайташĕ.
- Миттов Анатолий Иванович — чăвашсен паллă ӳкерçи, сăнарçă, график, СССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
- Павлов Пётр Васильевич (9.кăрлач.1937 — 1.кăрлач.2010) — совет тата раççей ÿнерçи, Раççей Халăх ÿнерçи.
- Покровский, Александр Александрович — раççей ÿнерçи, Раççей ÿнер академин чăн пайташĕ, Раççейĕн Тава тивĕçлĕ ӳнерӳçи, Красноярск патшалăх ÿнер институчĕн ректорĕ, профессор, Петровской ăслăлăх тата ÿнер Академийĕн чăн пайташĕ.
- Федосеев Александий Михайлович (24.ака.1958, Шупашкар Чăваш Ен) — раççей ӳнерçи, Раççейĕн Тава тивĕçлĕ ӳнерçи.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чебоксарское художественное училище 2015 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.