Шур хӳреллĕ ăмăрткайăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шур хӳреллĕ ăмăрткайăк

Шур хӳреллĕ ăмăрткайăк (е тинĕс ăмăрткайăкĕ) - кĕлеткипе хуртан пысăкрах. Çăмартисем (1-3) шурă, тутăх тĕслĕ пăнчăсемлĕ. Ку кайăк мăшăрĕсем пĕрре пĕрлешсен мĕн виличчен те уйрăлмаççĕ. Ами пĕр улшăнмасăр 40 кун таран пусра ларать. Чĕпписене икĕ уйăх хушши тăрантарса ӳстереççĕ. Çурла уйăхĕнче чĕпписем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Апачĕ вĕсен пуян. Пулăсене - çăрттан, çупах, шампа - тытать, шăшисемпе йĕкехӳресене тапăнать, кăвакалсене, чарлăксене, шыв чăххисене тытса çиет. Тĕрлĕ кайăк çăмартисене шăтарса ĕçет, кукшаксемпе йытă çурисем çине те тапăнни пулкалать. Ытларах вĕсем чирлĕ, вăйсăр чĕрчунсене тытаççĕ. Пирĕн пата ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче кăнтăралла вĕçеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ пур çĕрте те пĕчĕкленсе юлнă, ку ăмăрткайăка Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.