Ылтăн пăлан
«Ылтăн пăлан» — (акăл. Golden Hind) — 1577 - 1580 çç. хушшинче Çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă пысăках мар акăлчан галеонĕ. Ку этем кун-çулĕнчи Магеллан каракки «Виктория» таврăннă хыççăн, каялла таврăнма пултарайнă иккĕмĕш карап пулнă. Карап капитанĕ сэр Фрэнсис Дрейк пулнă.
«Ылтăн пăлан» Çĕр тавра çÿрени 2 çул, 10 уйăх та 11 кун пынă. Чи малтан ку виçĕ мачталлă флагман карапĕ «Пеликан» ятлă пулнă. Унăн тăршшĕ 36,5 метр çех пулнă, анлăшĕ — 6,7 метр, чи нумаййи 150 тонна чывăрăш илме пултарнă. Карап çинче 22 тупă пулнă.
Дрейкăн ултă карапĕнчен пĕр «Пеликан» çех Магеллан проливĕнчен иртсе кайма пултарайнă. Лăпкă океана тухас умĕн Дрейк карап ятне — лорд-канцлер Кристофер Хаттона чысласа ятне улăштарнă, Хаттон гербне ылтăн пăлан ÿкерчĕкĕпе капăрлатнă пулнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Малаховский К. В. Кругосветный бег «Золотой лани» / Отв. ред. А. М. Хазанов; Академия наук СССР. — М.: Наука, 1980. — 168 с. — (Страны и народы). — 100 000 экз. (обл.)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ылтăн пăлан Викиампарта? |
- Исторический очерк «Фрэнсис Дрейк и „Golden Hind“» (выр.). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2014.
- Модель галеона «Золотая лань» (выр.). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2014.