Э

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ээ, — чăваш алфавитĕнчи вăтăр пиллĕкмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «э». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулмасть. Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1938 çулта йышăннă.

Ээ саспалли чăваш сăмахĕсен пуçламăшĕнче çеç тĕл пулать: эпĕ, эрне, этем. Ытларах вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче çыраççĕ: поэт, аэропорт, экзамен.