Эрих Мария Ремарк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эрих Мария Ремарк
Erich Maria Remarque

Ремарк 1928 çулта
Çуралнă чухнехи ят: Эрих Пауль Ремарк
Суя ятсем: Эрих Мария Ремарк Крамер
Гражданлăх: Германи, АПШ
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç
Чыславсем:
Шаблон:ГФР умĕнче хастарлăхшăн Мăн Хĕрес орденĕн кавалерĕ

Эрих Мария Ремарк (ним. Erich Maria Remarque, çĕртме, 22 1898, Оснабрюкавăн, 25 1970, Локарно) — XX ĕмĕрти паллă нимĕç çыравçисенчен пĕри.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ремарк католиксен ĕç çыннисен çемйинче Оснабрюкра (Германи) çуралнă. 18 çулта ăна хĕсмете çара илеççĕ, 1917 çулхи çĕртме, 12 Анăç фронта яраççĕ. Утă, 31 сулахай урине, сылтăм аллине тата мăйне амантаççĕ те вăрçăн юлашкине вăл Германире хоспитăльте ирттерет. Вăрçă хыççăн вулавăшра ĕçлет, вĕрентӳçĕ, журналист, редактор, бухгалтер ĕçĕсенче вăй хурать.

1929 çулта «Анăç фронтĕнче улшăнусăрах» Эрих Мария Ремаркăн (иккĕмĕш ятне1918 çулта çĕре кĕнĕ амăшĕнне илет) пичетленет. Кайран татах темиçе вăрçа хирĕçлĕ ĕçсем кăларать; ансат, туйăмлă чĕлхепе вăрçăн тата унăн хыççăнхи ĕçсене тӳррĕн тĕрĕс çырса кăтартать.

Ремарк нимĕç нацисчĕсенчен тарса 1931 çултанпа Швейцарире тăнăç пурнăç тупать. 1939 çулта Ремарк Ильза Юта Цимбоннăпа АПШ-на çитет, 1947 çулта вĕсенеамерика гражданлăхне тивĕçтереççĕ..

Ремарк тата Цимбонна икĕ хут пĕрлешнĕ, çав чухлех уйрăлнă. 1958 çулта Ремарк холливуд актрисине Полетт Годара (Paulette Goddard) арăма илет.

1958çулта Ремарк Швейцарие таврăнать те ĕмĕрне çакăнтах вĕçлет. 72 çулхи Ремарк 1970 авăн, 25 Локарно хулинче куçĕсене хупать. Тичино кантонĕн Ронко çăви çине пытарнă. Юнашар Годар вилтăпри.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]