Юрмала

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Юрмала (латыш Jūrmala) — Латвин чи пысăк хула-курорчĕ.

Географи[тӳрлет]

Хула Рига залив хĕррипе 32 çухрăм тăршшĕ, 3 çухрăм анлă çĕр çинче вырнаçнă. Ригăна çитме 25 çухрăм.

Халăхĕ[тӳрлет]

2005 çулхи шутлавĕпе хулара 55,6 пинĕ çын пурăнать.

Истори[тӳрлет]

1920 çулта хулана Ригас Юрмала ("Рига тинĕс хĕрри") ятне панă. Ун çумне Лиелупе, Булдури, Дзинтари, Майори, Вецдубулты (Дубулты), Яундубулты, Меллужи, Асари тата Валтермуйжа поселокĕсене пĕрлештернĕ. 1946 çулта хулана Рига шутне Юрмала районĕ тесе кĕртнĕ. 1959 çулта район каллех хула ретне кĕнĕ, панхи ятне туяннă. çав вăхăтрах Юрмала çумне юнашар Слока тата Кемери хуласене çыпăçтарнă.