Ясир Арафат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Yasser-arafat-1999-2.jpg

Ясир Арафат (арап. ياسر عرفات‎), — Палестина автономийĕн председателĕ (президенчĕ). 1929 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Каирта çуралнă, 2004 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Париж патĕнчи Percy de Clamart госпитальте вилнĕ.

Çуралнă чухне панă тулли ячĕ — Мухаммад Абд ар-Рахман Абд ар-Рауф Арафат аль-Кудва аль-Хусейни (محمد عبد الرحمن عبد الرؤوف عرفات القدوة الحسيني). Çавăн пекех Абу Аммар (أبو عمّار) ятпа паллă пулнă. ФАТХ (Fatah) юхăмĕн ертӳçи пулнă. 1969 çултанпа Палестинăна Ирĕке Кăларакан Организацин (ПИКО) председателĕ. 1994 çулта Нобелĕн мир премине тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Ясир Арафат пуян пир-авăр сутăçин пиллĕкмĕш ачи пулнă. Ашшĕ Газа хулинчен пулнă. Хăй каланă тăрăх вăл унăн палестин амăшĕ пекех Иерусалимра çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Анчах та хутсем вăл Каирта çуралнине çирĕплетеççĕ.

1993 çултанпа ПА ертӳçи пулса тăнă. Ăна вăл вăхăтра пиллĕк çуллăха суйласа илнĕ пулнă, анчах та 1996 çулта çĕнĕ суйлав иртерменнине пула вăл çав вырăнтах юлнă.