Newsweek
Newsweek ([Ньюсуик], «çĕнĕ хыпар эрни») — АПШ-н кашни эрнере пичетленекен «пысăк виççĕ» шутĕнчи кашни эрнере тухакан американ журналĕ. Тиражĕпе (3160 пин экз.) вăл паллă конкуренчĕ — «Тайм» журнал хыççăн — пулать. Ăна 1933 ç. «Тайм» редакторĕ пулса ĕçленĕ Томас Мартин йĕркеленĕ. 1937 ç. Newsweek коллективне Today сумлă журналăн ĕçтешĕсем хушăнаççĕ. 1961 ç. Филип Грэм, «Вашингтон пост» хаçатăн харпăрçи, сутăн илет. Штаб-хваттерĕ Çĕнĕ Йоркра вырнаçнă. Ют çĕрсенчи версисем ултă чĕлхепе — араплп, корейлп, полякла, вырăсла, турккăлла тата япунла — çутта тухать. Вырăс чĕлхиллĕ кăларăм — «Русский Newsweek».
[тӳрлет] Журнала сутасси
The Washington Post пĕлтернипе, Newsweek журнала Harman International Industries аудиохатĕрсене тăвакан компани харпăрçине Сидни Харман (Sidney Harman) миллиардер туянасшăн. Сăлтавĕ тесе куçа тăкакне асăнаççĕ. 2009 çулта журналăн такакĕ 30 миллион доллара яхăн пулнă. Килĕшӳ хутне те çырса алпуснă. Хакне асăнмаççĕ. The Washington Post пуçлăхĕ Дональд Грэм каланипе, çĕнĕ хуçа журналăн чылай ĕçтешĕсене хăварас кăмăллă. Çапах та, хăйĕн ĕç вырăнне кăларăмăн тĕп редакторĕ Джон Мич хăварать, теççĕ. [1]
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Каçăсем
|
|
|
|---|---|
| Кашни кунхи хаçатсем: | The Boston Globe, The Denver Post, Detroit Free Press, International Herald Tribune, Los Angeles Times, The New York Times, The Philadelphia Inquirer, Star Tribune, USA Today, The Washington Post, The Washington Times |
| Кашни кунхи журналсем: | BusinessWeek, Life, Newsweek, People, Time |
| Кашни уйăхри тата уйăхра иккĕ тухакан журналсем: | The Atlantic Monthly, The Century Magazine, Consumer Reports, Foreign Policy, New York Magazine, Playboy, Vogue |
| Çул çӳревçĕсен журналĕсем: | Travel+Leisure, Conde Nast Traveler |