VirtualDub
VirtualDub | |
Тĕс | Видео тӳрлетекен программи |
---|---|
Ăслайçă | Avery Lee |
Çырнă | Ассемблер, C++ |
Операци системи | Microsoft Windows |
Пĕрремĕш кăларăм | 2000 çулхи çурла, 16-мĕшĕ |
Аппарат платформи | Windows[d] |
Юлашки верси | 1.10.4 (Шаблон:Start date and age) |
Лицензи | GNU General Public License |
Сайчĕ | www.virtualdub.org |
VirtualDub Викиампарта |
2000
VirtualDub— видеона монтажлама, çырма тата редактировани тума çакăн пек операци системи валли Windows-32-bit (95/98/ME/NT4/2000/XP), çак лицензипе GNU General Public License (GPL).Шутласа кăлараканĕ — Эвери Ли (акăл. Avery Lee). Видеона çак программăпа усă курса çăмăл операцисем тума пулать. VirtualDub хăйĕн фильтăрĕсене е хушма пултаракан урăх кăларакансен модулĕсене усă курма пултарать..
Пĕтĕмĕшле функцисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Татма/Çыпăçтарма.
Видеоран мĕнле те пулсан татăк касса ильме, сирĕн малта тăракан татăка суйласа ильмелле. Кайран программăра аялта куçса çӳрекен япалана видео татăкĕн вĕçне куçарса çитермелле, хăшĕсене татма тата суйлама Edit->set selection start е ахальтен клавиатураçинчи клавише пусмалла Home. Малалла вĕçĕнчи татăка палăртса тата суйласа Edit->set selection end е ахальтен End. Кайран суйласа ильнĕ татăка урăх файлăшне астутарса хăвармалла (File->save stripped avi). Çыпăçтарас пулсан пĕр татăкне уçмалла та çакна суйласа ильмелле File->Append AVI segment кайран иккĕмĕш татăкĕ хăех пĕрмĕш çумне çыпçăнса ларать.
- фильтрсем хурса пыни.
VirtualDub-ра нумай фильтрсем пур, хăшĕсене видео потокне кĕртме пулать. Фильтр хурса пыни — Video->Filters.., кайран çавăн чӳречи уçăлать. Çав чӳречере çакна пусăр Add (фильтр хушмалли), фильтр суйласа илĕр, хăшĕ сире кирлĕ, ОК пусăр, фильтăра конфигураци тăвăр. фильтр ларчĕте. Çакăнпекех эсир тулаш фильтăрĕсем лартма пултаратăр, çавăнпеккисем, хăш филтăрĕсем Virtual Dub-ра çуккă, паллах хăшĕсем интернетра пур. Çавна валли Add кнопкăна, кайран Load пусмалла, Хыççăн фильтр ăçта ларнине суйласа ильмелле (фильтрăн адрĕсĕ) хытă дискра. Темиçе фильтăра харăсах лартма пулать.
Хăшпĕр фильтрсем
- XYZ Filter v1.0b ( Ку фильтр тĕс япăх курăнакан вырăна тĕплĕн майлаштармалли)
- Subtitler v2.4 (Видеоçине субтитрсем хурать)
- Smart Smoother High Quality (Ӳкерчĕке филтр тӳрлетсе якатать, сăнсăр вырăнсене пĕтерет, Хăшĕсем *хĕснĕ чух тухма пултарнă)
- White Balance (Питĕ тĕрĕс шурă тĕс видеона суйласа лартма пултарать)
- 2:1 reduction (high quality) ( Икĕ хутчен ӳкерчĕке çӳлтен те аялтан та пĕчĕклетме пултарать)
- Grayscale (Ӳкерчĕке шурă-хура тăвать)
- Motion blur (Куçса çӳренине якатать, çак фильтăра усă курсан куçарнă япаласем тӳрех çухалмаççĕ).
- Лартма/Сасăн çулне астуса хăварма.
Сасăн çулне видеоран астуса хăвартарас пулсан сирĕн çакна суйласа ильмелле File->Save WAV…, Çулне кăтартмалла. Лартма — Audio->WAV Audio…
- видео фрагментне кадр çине пайлама.
Пуçламăшĕнче фрагмента суйласа ильмелле, кайран палăртса хумалла, хăшĕнпе эпир ĕçлесшĕн. Ун хыççăн менюра çакна суйлатпăр File->Save image sequence. Кадр пайланине астуса хăварма чӳрече уçăлать. Пĕрремĕш пункт — префикс. Тĕслĕхрен, енчен те эсир пурнете улăштармасăр хăварнă пулсан, пĕтĕм сирĕн файлсем çак ятлă xxxx.tga (или xxxx.bmp), ăçта xxxx — кадр номерĕ. А енчен те эсир префикса хушатăр тĕслĕхе avto_mazda, вара пĕтĕм сирĕн файлсем çак ятлă avto_mazdaxxxx.tga (е avto_mazdaxxxx.bmp), ăçта хххх кадр номерĕ.
Иккĕмĕш пунктра чӳречи çавăнашкалах, анчах та avto_mazda вĕçĕнче пулать. Çак пунктра файл кадрсен расширение улăштарма пултаратăр. Тĕслĕхрен çак расширение çырма asu. Виççĕмĕш меню пунктчĕ — палăртакан цифрăсем. Енчен те сире кирлĕ, палăртакан цифрăсем ятĕнче пулччăр 13 — лартăр 13, 7 кирлĕ, лартăр 7. Тăваттăмĕш пунктра кадр пайĕсене астуса хăварма формат суйласа илес пулать — tga или bmp. Юлашкири пунктра тӳрех видеона кадăра пайлама пуçламалла мар, сценарий шутласа кăлармалла (вăл Virtual Dub-ри папкăра тăвăнать ) каярахпа вара ăна тума лартса хăвармалла.
1.7.7 версирен пуçласа VirtualDub VOB-файлсемпе ĕçлеме пултарать (DVD-фильмсем) тата MPEG2 форматсем ятарлă плагинпа; малтантарах çавна валли çакăнпек модификацисем усă курнă: VirtualDub-MPEG2 тата VirtualDubMod.
Нумаях пулмасть VirtualDub wav сасă форматчĕпе анчах мар çыхăну тытать, паллах та avi, divx, mpg, mpeg, mpv, m1v, dat, mp3, avs, vdr, w64. Темиçе сасă çулĕсемпе ĕçлеме пултарать.
VirtualDub каякан плагинсемпе усă курсан та çак файлсене йышăнать .3gp, .mp4, mov, wma, wmv, pvn, flv, fli, flc.
(Advanced Systems Format.asf)-па ĕçлесси халĕ кунта çуккă, 1.3d версирен пуçласа, çак фирма чарние пула Microsoft[1].
Асăрхав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Microsoft patents ASF media file format, stops reverse engineering 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:Citation style Шаблон:Refs
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕперсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официаллă сайт (акăлч.)
- VirtualDub вырăс этем пĕрлĕхĕ
- Ĕнерсене çырса кăтартни
- VirtualDub кĕске ертӳлĕхĕ
- Программăпа ĕçлемелли уроксем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяна лайăхлатас тесен çакна тумалла?: |