West Edmonton Mall

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
West Edmonton Mall
Вырнаçăвĕ Эдмонтон, Канада
Уçăлнă вăхăт 1981 — авăн, 15
Девелопер Triple Five Group
Ертӳçи Стейси Клэффи
Харпăрçă West Edmonton Mall Properties Inc.
Аренда лаптăкĕ 350 000 м2
Парковка 20 000 ытла машина вырăнĕ
Этаж шучĕ 3
Веб-сайт www.wem.ca

West Edmonton MallЭдмонтон хулинче (Канада) вырнаçнă суту-илӳ центрĕ. Çурçĕр Америкăри чи пысăк, тĕнчере пиллĕккĕмĕш суту-илӳ центрĕ[1]. Суту-илӳ центрне Иранран Канадăна 1959 çулта куçса килнĕ Гермезиан тăвансем йĕркеленĕ[2]. 23 çул тăршшипе (1981 — 2004 çулсенче) вăл тĕнчере чи пысăкки шутланнă[1].

West Edmonton Mall центрăн пĕтĕм лаптăкĕ 570 000 м² пулать[1]. Суту-илӳ центрĕнче 800 ытла лавкка[3], парковкăра 20 000 машинă лартма пулать. Центрта 23 000 çын ĕçлет, çулсерен 28,2 млн сын кĕрсе тухать.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурт-йĕре туни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

West Edmonton Mall комплекса тăватă черетпе туса пынă. Пĕрремĕш пайĕн (1981 çулта) лаптăкĕ (106 000 м²) 25 га территорие йышăнать. Суту-илӳ центрĕпе пĕрле виçĕ якорлă арендаторEaton`s, Sears тата The Bay, çаплах 220 тĕрлĕ лавкка уçăлнă. Пĕрремĕш черетне тума 200 млн канад долларне (малашне — доллар) тăкакланă. Иккĕмĕш черетĕн çурт-йĕрне пĕрремĕшне вĕçленĕ хыççăн икĕ çултан — 1983 çулта туса пĕтернĕ, тăкакĕ 250 млн доллара çитнĕ. Суту-илӳ центрĕн лаптăкĕ 105 000 м² чухлĕ хушăннă, пĕтĕм лавкка шучĕ 460 таран çитнĕ. Виççĕмĕшпе тăваттамĕш черечĕсене 1985 тата 1998 çулсенче вĕçленĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,2 млрд долларпа танлашнă. Халĕ West Edmonton Mall — виçĕ темăллă урам, 800 ытла лавкка, 110 ресторан, 21 кинотеатр, 9 тĕп аттракционо, аквариум, казино, аквапарк, часавай, 20 000 машинăвырăнлă паркинг[4].

World Water Park[тӳрлет | кодне тӳрлет]

World Water Park бассейн

Аквапаркра чи пысăк бассейн: лаптăкĕ 20 000 м², çаплах пӳлĕмре банджи-джампингпа вылямалли чи çӳллĕ лапам пур[5]. Twister ятлă чи çӳллĕ шыв тăвайккин çӳллĕшĕ 25,3 м.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]