Ефимова Серафима Мироновна
Ефимова Серафима Мироновна | |
Çуралнă чухнехи ят | Миронова Серафима Мироновна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1917, утă, 28 |
Çуралнă вырăн | Такана ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ), Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт | 1988, утă, 27 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР |
Гражданлăх | ССРП |
Ашшĕ | Мирон Иванович Иванов |
Амăшĕ | Фекла Никитична (Хветле) |
Мӑшӑрӗ | Ефимов Георгий Андреевич |
Ефимова Серафима Мироновна (Миронова), — чăваш радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри. 1917 çулхи утă уйăхĕн 28 Хусан кĕпернийĕн Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) Такана ялĕнче çуралнă. 1988 çулхи утă уйăхĕн 27 Шупашкарта вилнĕ.
Мăшăрĕ — Ефимов Георгий Андреевич
СССР тивĕçлĕ радисчĕ. Çарти хăюлăхпа тавçăрулăхшăн Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне, «Çапăçури хастарлăхшăн» медале, юбилей медалĕсене — пурĕпе вунна яхăн вĕсем — тивĕçнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пилӗк ачаллă хресчен çемьинче çуралса ӳсрĕ. Ашшĕ Мирон Иванович Иванов, амăшĕ Фекла Никитична (Хветле) ятлă пулнă. Серафима чи аслă ачи пулнă, кĕçĕнреххисем — Иван, Надежда, Антонина тата Анатолий. Антонина Чулхула ют чĕлхесен институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çав тăрăхрах юлнă. Надя, Толя тата амăшĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен çынсене вербовкăпа Калининград облаçне ĕçлеме илсе кайнă вăхăтра, 1946 çулта, унта çул тытнă.
Çавра питлĕ-куçлă, чĕвĕл-чĕвĕл уçă сасăллă, вун çиччĕ тултарнă хĕр артистка пулас ĕмĕт-тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Тĕп хулара Серафимăна ырă кăмăллă пĕр çын, унăн сасă илемлĕхне курса-туйса-ши, ăна Чăваш радиона кĕрсе пăхма сĕнет. Текст вулаттарса тĕрĕслесе пăхнă хыççăн тӳрех диктора йышăннă. Часах малтанхи сăмах çумне «редактор» сăмах та çырса хураççĕ.
Серафима Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă — вăрçă хирне 1942 çулхи ака уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Тепĕр çулхи çу уйăхĕччен — вăл Хĕвел тухăç фрончĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен батальонăн сăнавçи, унтан сăнав пункчĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. 1943 çулхи çу-чӳк уйăхĕсенче 103-мĕш артиллери дивизийĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен аслă разведчикĕ тата ытти те.
Çартан таврăнсан Серафима Мироновна тӳрех хăйĕн юратнă ĕçне кӳлĕннĕ. Чăваш радио çуртĕнче кунне ирттернĕ. Халăха чăваш çĕрĕн хыпарĕсемпе паллаштарнă, радио инсценировкăсем ирттерме хутшăннă-пулăшнă. Общество ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах Мире хӳтĕлекен фондра хастарлăх кăтартнă. Фондăн республикăри комитечĕн членĕнче вун-вун çул ĕçленĕ. Пурнăç тăршшĕнче Мир фондне пин-пин тенкĕ укçа хывнă. Ӗçне кура хисепĕ теççĕ. Серафима Мироновна Мир фончĕн медальне, ытти наградăна тивĕçнĕ.
Серафима Мироновна Ефимова чĕри 1988 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тапма чарăннă. Халăх юратнă диктор 71 çул тултариччен пĕр кун пурăнса çитеймен.
Серафима Мироновна Ефимовăн наградисем тата ытти чылай япали пĕлтĕртенпе Чăваш телекуравĕпе радио комитечĕ йĕркеленĕ музейре упранаççĕ.
Ӗçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Серафима Мироновна Чăваш Радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри. Хăй ĕçепе чăваш диктор искуствине никĕсленĕ. Радиора 35 çул ĕçленĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- cap.ru сайтĕнче вырнаçтарнă Ефимова çинчен хыпар
- Ефимова Серафима Мироновна 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла, Пĕчĕк чăваш энциклопедийĕ
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем