Контент патне куҫ

Гиперкоррекци (лингвистика): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
 
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
'''Гиперкоррекци''' е '''гиперкорректлăх''' ([[грек чĕлхи|авлхи гр]]. ὑπέρ çийĕн, çÿлтен; [[латин чĕлхи|лат]]. correctio тÿрлетни, юсани; «шутсăр вăйлă тĕрĕслĕх») — [[чĕлхе]] пĕлĕвĕнче: [[сăмах]]ăн [[этимологи]]не йăнăш ăнланса, [[орфографи]] йĕркевĕсене пĕлмесĕр усă курса е тата тепĕр сăлтавпа урăхла çырни тата урăх формăпа усă курни (усă курма ăнтăлни). Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни.
:Гиперкорректлă формăсем ача-пăча чĕлхинче час-часах тĕл пулаççĕ.
:Çавăн пекех ку [[термин]] [[Лингвистика|лингвистикăри]] ытти пулăмсене те палăртма пултарать.
== Тĕслĕхсем ==
=== Орфографи йĕркевĕсене тĕрĕс мар ăнланнăран пулнă гиперкоррекци ===
* Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш парграфĕ<ref name="Пр">[http://chuvash.org/wiki/Чӑваш%20чӗлхи%20орфографиӗн%20тӗп%20правилисем Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисем.]</ref> тĕрлĕ компонентран тăракан [[ăнлав]]сене уйрăм е дефиспа çырма хистенипе пĕрлех, вĕсене пĕрле çырма та ирĕк парать. Çавăн пек ирĕкпару параграфăн уйрăлми пайĕ пулса тăракан асăрхаттарура çырăннă. Анчах та хăшĕсем, "ку асăрхаттару çеç" текелесе, хăйсене те, ыттисене те çав ăнлавсене пĕрле çырма сăлтавсăрах чарса тăраççĕ, çапла вара гиперкорекци çулĕ çине тăраççĕ.
* Орфографире '''-тăк, -тĕк''' татăксене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассине ятарласа палăртман<ref name="Пр"/>. Анчах та хăшĕсем çавна пусахласах уйрăм (дефиспа мар, пĕрле мар) çырмашкăн сăлтавсăрах хистеççĕ. Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни ку. Мĕншĕн тесен: ятарласа палăртман пулсан, хуть те мĕнле те çырма юрать.
=== Ăнлавăн этимологине йăнăш ăнкарнăран пулнă гиперкоррекци ===
* Калăпăр, кам та пулсан ''хурлăхан'' сăмаха "хурлă" тата "хан" сăмахсенчен пулнă пек туйса илме пултарать — "печальный хан" ([[вырăс чĕлхи|вырăс.]]) имĕш. Çапла вара ''хурлă хан'' евĕрлĕ çырас çул çине тăма пултарать.
* [[Арçури]]. Чăваш мифологийĕнчи [[сăнар]]. Хăшĕсем сăмахăн пулăвне тĕрес мар ăнланаççĕ: ''ар (аçа) çури'' имĕш. Чăннипе вара апла мар. Кун пек "кукăр" ăнкарсан, паллах, уйрăм çырасси патне те пырса тухма пулать.

=== Урăх чĕлхе витĕмĕпе пулнă гиперкоррекци ===
Ку япала чăваш чĕлхинче ытларах [[вырăс чĕлхи]]н витĕмĕпе сиксе тухать.
* Акă ''Тиххăн'' [[çын]] [[ят|ячĕ]] пур. Вырăс чĕлхинче те çавăн пек çын ячĕ пур: ''Тихон''. Тепри çакна курать те çапла шутласа илет: "Вырăсла пĕр '''х''' çыраççĕ пулсан, тавай чăвашла та çапла тăвас!". Чăннипе вара апла тума юрамасть, мĕншĕн тесен ята чăвашлатас [[çул]] çине тăнă ĕнтĕ: '''о''' вырăнне '''ă''' çырнă. Эппин, чăвашлатассине, пĕр пуçланă япалана, вĕçнех ситерме тивет. Илсе кăтарнă ситуаци, шел пулин те, питĕ анă сарăлнă: Мранькка — Мранька, Санькка — Санька, Сашшук — Сашук евĕрлĕ пăтрашăнусем, гиперкоррекци çулĕ çине тăнăран сиксе тухнисем, час-часах тĕл пулаççĕ.
=== Пулăмсен регулярлăхне сăлтавсăрах сарни ===
Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах ача-пăча хушшинче час-часах пулаççĕ. Сăмахран, "тăрчĕ", "пырчĕ" ('''тăчĕ''' тата '''пычĕ''' вырăнне).

== Вуламалли ==
* Ахманова О. С. Гиперкорректность // Словарь лингвистических терминов. — Изд. 4-е, стереотипное. — М.: КомКнига, 2007. — 576 с. — 2500 экз. — ISBN 978-5-484-00932-9
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
* [http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2490.html Agabazar: Мӗн вӑл гиперкоррекци?]
* [http://lingvoforum.net/index.php?topic=4142.0 Лингвофорум. Тема: «Гиперкоррекция» ]

[[Категори:Лингвистика]]

09:11, 19 Раштав уйӑхӗн 2018 чухнехи хальхи верси

Гиперкоррекци е гиперкорректлăх (авлхи гр. ὑπέρ çийĕн, çÿлтен; лат. correctio тÿрлетни, юсани; «шутсăр вăйлă тĕрĕслĕх») — чĕлхе пĕлĕвĕнче: сăмахăн этимологине йăнăш ăнланса, орфографи йĕркевĕсене пĕлмесĕр усă курса е тата тепĕр сăлтавпа урăхла çырни тата урăх формăпа усă курни (усă курма ăнтăлни). Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни.

Гиперкорректлă формăсем ача-пăча чĕлхинче час-часах тĕл пулаççĕ.
Çавăн пекех ку термин лингвистикăри ытти пулăмсене те палăртма пултарать.

Тĕслĕхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Орфографи йĕркевĕсене тĕрĕс мар ăнланнăран пулнă гиперкоррекци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш парграфĕ[1] тĕрлĕ компонентран тăракан ăнлавсене уйрăм е дефиспа çырма хистенипе пĕрлех, вĕсене пĕрле çырма та ирĕк парать. Çавăн пек ирĕкпару параграфăн уйрăлми пайĕ пулса тăракан асăрхаттарура çырăннă. Анчах та хăшĕсем, "ку асăрхаттару çеç" текелесе, хăйсене те, ыттисене те çав ăнлавсене пĕрле çырма сăлтавсăрах чарса тăраççĕ, çапла вара гиперкорекци çулĕ çине тăраççĕ.
  • Орфографире -тăк, -тĕк татăксене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассине ятарласа палăртман[1]. Анчах та хăшĕсем çавна пусахласах уйрăм (дефиспа мар, пĕрле мар) çырмашкăн сăлтавсăрах хистеççĕ. Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни ку. Мĕншĕн тесен: ятарласа палăртман пулсан, хуть те мĕнле те çырма юрать.

Ăнлавăн этимологине йăнăш ăнкарнăран пулнă гиперкоррекци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Калăпăр, кам та пулсан хурлăхан сăмаха "хурлă" тата "хан" сăмахсенчен пулнă пек туйса илме пултарать — "печальный хан" (вырăс.) имĕш. Çапла вара хурлă хан евĕрлĕ çырас çул çине тăма пултарать.
  • Арçури. Чăваш мифологийĕнчи сăнар. Хăшĕсем сăмахăн пулăвне тĕрес мар ăнланаççĕ: ар (аçа) çури имĕш. Чăннипе вара апла мар. Кун пек "кукăр" ăнкарсан, паллах, уйрăм çырасси патне те пырса тухма пулать.

Урăх чĕлхе витĕмĕпе пулнă гиперкоррекци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку япала чăваш чĕлхинче ытларах вырăс чĕлхин витĕмĕпе сиксе тухать.

  • Акă Тиххăн çын ячĕ пур. Вырăс чĕлхинче те çавăн пек çын ячĕ пур: Тихон. Тепри çакна курать те çапла шутласа илет: "Вырăсла пĕр х çыраççĕ пулсан, тавай чăвашла та çапла тăвас!". Чăннипе вара апла тума юрамасть, мĕншĕн тесен ята чăвашлатас çул çине тăнă ĕнтĕ: о вырăнне ă çырнă. Эппин, чăвашлатассине, пĕр пуçланă япалана, вĕçнех ситерме тивет. Илсе кăтарнă ситуаци, шел пулин те, питĕ анă сарăлнă: Мранькка — Мранька, Санькка — Санька, Сашшук — Сашук евĕрлĕ пăтрашăнусем, гиперкоррекци çулĕ çине тăнăран сиксе тухнисем, час-часах тĕл пулаççĕ.

Пулăмсен регулярлăхне сăлтавсăрах сарни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах ача-пăча хушшинче час-часах пулаççĕ. Сăмахран, "тăрчĕ", "пырчĕ" (тăчĕ тата пычĕ вырăнне).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ахманова О. С. Гиперкорректность // Словарь лингвистических терминов. — Изд. 4-е, стереотипное. — М.: КомКнига, 2007. — 576 с. — 2500 экз. — ISBN 978-5-484-00932-9

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]