Контент патне куҫ

«Ирĕклĕх» пĕрлешӳ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Респуликинчи наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ
Тип Наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ
Лидер Дмитрий Степанов
Центр Ижевск, Чăваш Республики


Чăваш Респуликинчи наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ (кĕскен: «Ирĕклĕх» пĕрлешӳ) — 2014–2018 ҫулсенче ӗҫленӗ чăваш культурипе чăваш чĕлхине упраса хăварса малашне аталантарас енĕпе тăрăшакан пĕрлешӳ[1].

Пĕрлешĕвĕн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăхĕн хăй ăнланулăхĕпе чăвашлăх туйăмне, культурипе чĕлхине мĕн вăй çитнĕ таран аталантарасси.

Ертӳçи — Дмитрий Степанов.

Кулленхи ĕç-пуçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Ирĕклĕх» пĕрлешӳн хастарĕсем хистенипе Шупашкарта çул кăтартмăшĕсене, прокуратурăна çыру ярса, чăвашлатнă. Халĕ вара хулапа паллашма виççĕ чĕлхе - чăваш, вырăс тата вĕтĕрех шрифтпа — акăлчан — пулăшаççĕ[2].

Хулара халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче «эвакуаци планĕ» информаци хăмисем çинче чăвашла пулмалли пирки те «Ирĕклĕх» Шупашкарти тӳре-шара патне çыру шăрçаланă. Хула администрацин культура управленийĕ асăрхаттарупа килĕшнĕ, çывăх вăхăтра кăлтăка пĕтерме шантарнă. [3]

Пĕрлешӳ пайташĕсем тăрăшнипе хулари транспорт çинче те тăван чĕлхе хăйĕн вырăнне тупса пырать[4][5]

2016 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикинче «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ хамăр патра туса кăларакан апат-çимĕç этикеткисене чăвашла çырма пуçлаc ĕçе тапратнă[6][7]

Пирĕн республикăри Халăхăн сăнав комиссине «Ирĕклĕх» чăваш нацийĕпе культура пĕрлĕхĕн йĕркелемçисенчен пĕрри — Илья Алексеев — кĕрет [8].

«Ирĕклĕх» Шупашкарти аэропорт ертӳлĕхĕнчен пассажирсене рейссем пирки чăвашла та пĕлтерме ыйтнă. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Халĕ пассажирсене чăвашла та хыпарлаççĕ[9].

«Ирĕклĕх» пĕрлешӳ «Раççей Федерацин чĕлхисем пирки» саккунĕнче чĕлхесене дискриминацилекен пайсене пăрахăçлама ыйтса Патшалăх Думин председетелĕ Вячеслав Володин патне çыру шăрçаланă[10].

«Ирĕклĕх» пĕрлĕхĕн хастарĕсем Чăваш Енĕн Конституцин кунне йышăнтарасшăн[11].

«Çав вăхăтрах Чăваш Республикин Конституцине йышăннă кун та (2000 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕ), унччен те, маларах та Чăваш Республикин Элтеперĕн сайтĕнче те, Чăваш Енĕн влаç органĕсен официаллă порталĕнче те республикăн тĕп саккунĕпе Михаил Игнатьев саламлани пулмарĕ»

Чăваш Енри 455 шкултан çурринчен ытларахăшĕнче пуçламăш классенче чăвашла, 16-шĕнче тутарла, 3-шĕнче ирçелле вĕрентеççĕ, апла пулин те Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçне вырăсла кăна иртерме палăртнă. Хастарсен шухăшĕпе тĕрĕслеве наци чĕлхи çине куçармалла тесе Раççей Федерацин вĕренӳ министрĕ Ольга Васильева патне çыру янă[12].

«Ирĕклĕх» хастарĕсем ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячĕпе сĕнӳсем янă. Вĕсем чĕлхе тытăмĕнчи ыйтусене уçăмлатма сĕннĕ[13][14].

2017 çулта пĕрлешӳ хастарĕсем чăвашла-тутарла калаçма пулăшакан кĕнекене хатĕрлесе кăларнă. [15]

Чăваш Республикин Патшалăх паллисен кунне халалласа 2017 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче тетелте «ХĂЮллă пул!» флешмоб-акцине ирттернĕ. «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ Фейсбукри страницăра ХĂЮллă пулма чĕнсе каланă[16][17].

«Ирĕклĕх» пĕрлешӳ Чăваш Енĕн Элтеперĕ патне чăваш чĕлхин латиница графикине çирĕплетме ыйтнă:[18]

2019 ҫултанпа пӗрлӗх ӗҫӗ курӑнмасть, вӑл саланнӑ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чăваш Республикинчи наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ
  2. ^ Шупашкарта çул кăтартмăшĕсене чăвашлатнă
  3. ^ Эвакуаци планне те чăвашлатĕç
  4. ^ Троллейбуссенче чăваш чĕлхи анлăрах янрама пуçланă
  5. ^ Аэропортра чăвашла пĕлтерме ыйтнă
  6. ^ Этикеткăна чăвашла çырма камăн тытăнмалла?
  7. ^ Этикеткăна ЧНК хастарĕсем те чăвашла çырмасан камăн çырмалла?
  8. ^ Ирĕксĕррисене «Ирĕклĕх» пайташĕ хӳтĕлет
  9. ^ Аэропортра пассажирсем валли чăвашла та калаççĕ
  10. ^ «Ирĕклĕх» рекламăра чĕлхесен танмарлăхне пĕтерме ыйтнă
  11. ^ Чăваш Ен Конституцин кунне йышăнтарасшăн
  12. ^ «Ирĕклĕх» пайташĕсемпе тата ытти хастар çĕршыв министрĕ патне çыру янă
  13. ^ «Ирĕклĕх» тӳре-шарана чăвашла диктант çыртарма сĕннĕ
  14. ^ «Ирĕклĕх» предложили Игнатьеву и его подчиненным написать диктант на чувашском языке
  15. ^ «Ирĕклĕх» хастарĕсем чăвашла-тутарла калаçу кĕнеки кăларнă
  16. ^ «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕ ХĂЮллă пулма сĕнет
  17. ^ Дмитрий Степанов‎ в ЧРОО Ирĕклĕх
  18. ^ Элтепере чăваш чĕлхин латинла саспаллийĕсене Çирĕплетме ыйтнă