Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕх (Чăваш Ен)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕх (ТЕТП) — 1921 нарăс, 12, Шупашкар) — Чăваш наци музейĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн тăван ене тĕпчекенсен пĕрлешĕвĕ.

Тĕлĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрлĕх тăван ене тĕпчет, ăслăх хыпарĕсене ăнлантарса парать, чăваш халăхĕн пурнăçĕпе çĕр-шывра пурăнан халăхсен культурипе паллаштарать.

Тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрлĕлĕх йышĕнчи секцисем: çутçанталăк-истори, истори-археологи, этнографи, пĕрлĕх-политика, ӳнер-литература, ăслăх-çутĕç, йĕркелев-инструктор, информаци, 1925 çултанпа – конституци[1].

Малтанхи çулта пĕрлĕхре 51 çын, 1924 – 90, 1926 – 155 çын тăнă, çав шутра академиксем, профессорсем, ăслăх ĕçтешĕсем – 27, вăтам шкулсен вĕрентӳçисем – 24, агрономсем – 16, тухтăрсем – 6, литераторсем – 6, ӳкерçĕсем – 6, вĕренекенсем – 27, ыттисем – патшалăх ĕçтешĕсем[1].

Тăван ене тĕпчев пĕрлĕхне хастар тăван ен тĕпчевçисем К. В. Элле, Д. С. Эльмен, Н. И. Ванеркке, И. К. Лукьянов, Д. П. Петров, Ф. П. Павлов кĕнĕ[2].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрлĕхĕн Уставне Чăваш облаçĕн ĕçтăвкомĕ 1921 çулхи акан 16-мĕшĕнче çирĕплетнĕ, канашне тепĕр кунне суйланă.

Вырăнти тĕпчевçĕсем археологи палăкĕсене шута илсе пынă, археологи япалисене музейсем валли пухнă (А. В. Васильев, К. В. Элле тата ур.). Сайра тĕпчев ĕçĕсене, çĕр ирттернĕ, çĕр чавнă. А. П. Милли (Прокопьев) арап çырăвĕллĕ вилтăпри çинчи чулсене тупса тĕпченĕ; К. В. Элле авалхи объектсене тĕпченĕ, çаплах Тихомиров тупринче джучи вак укçисене 1928 çулта тупнă вырăнта çĕр чавнă. Тăван ене тĕпчев пĕрлĕлĕх В. Ф. Смолинăн «Абашевский могильник в Чувашской республике» (1928), П. П. Ефименко евичĕсене тата Чăваш енĕн археологипе статьясене пичетленĕ. К. В. Элле тата Н. А. Архангельский 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче «Топонимика Чувашии. Древности Чувашской АССР» археологипе этнографи объекчĕсен алçырав ĕçĕсене хатĕрленĕ. 1930 çулта П. Н. Третьяков ГАИМК Вăтам Атăлçи экспедицин ĕçĕсене пуçарса янă, Чăваш Енри фатьян (балан) культурин палăкĕсене тĕпчеме тытăннă (Атликасси курган вилтăпри)[3]

1930-мĕш çулсенче пĕрлĕлĕн хастар пайташĕсене буржуази национализмĕ çине сулăннă тесе айăпланă та репрессиленĕ, пĕрлĕх хăйĕн ĕçне чарнă. ИЕТП тĕлĕсемпе ĕçĕсене халĕ 1991 çулта йĕркеленĕ Тăван ен тĕпчевçисен пĕрлĕхĕ туса пырать.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Иванов, В. Краеведсем пухăнса калаçрĕç / В. Иванов // Хыпар. – 2000. – 31 пуш.
  • Казаков, Н. Чăваш наци музейне тата таврапĕлĕçисен пĕрлешĕвне – 75 çул / Н. Казаков // Канаш (Ульяновск обл.). – 1996. – 27 утă.
  • Прокопьева, Р. Ват çын – тăват çын, çавăнпа та эп типмерĕм – тымар ятăм / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2000. – 4 ака.
  • Савельев, Г. Краевед вăл – патриот, агитатор, журналист / Г. Савельев // Ленин çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 1996. – 7 май.
  • Станьял, В. Таврапĕлĕçисен ăраскалĕ / В. Станьял // Ялав. – 1994. – № 10. – С. 22–24.
  • Живем судьбой и памятью народа. Отчетный доклад Председателя Союза чувашских краеведов, вице-президента Чувашской народной академии В. П. Станьяла на Годичном Собрании Союза чувашских краеведов и Чувашской национальной академии (24 ноября 2007 года, Чувашский национальный музей).
  • Задачи первого этапа выполнены. Отчетный доклад председателя Союза чувашских краеведов В. П. Станьяла на IX съезде СЧК. (Чувашский национальный музей, 20 марта 2008 года)
  • Савельев, Г. Съезд краеведов / Г. Савельев // Время. – 2000. – 8 апр. (N 15).
  • Сергеев, Т. С. Общество изучения местного края (ОИМК) / Т. С. Сергеев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 301.
  • Станьял, В. От общества изучения местного края до союза краеведов / В. Станьял // Канаш (Ульянов. обл.). – 1996. – 10 çурла ; Так же // Чувашский национальный музей : Люди. События. Факты : (1993–2000). – Чебоксары, 2001. – С. 12–13.
  • Требушкова, О. А. Общество изучения местного края и развитие массового краеведческого движения / О. А. Требушкова // Марийский археогр. вестн. – 1992. – № 2. – С. 41–47.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]