Чăваш халăхĕн ăслăхпа ӳнер академийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш наци ăслăхпа ӳнер академийĕ — халăхĕн ӑслӑхне, ӳнерне, таврапӗлĕвне, ӑс-хакӑлне, культурине аталантарас енӗпе ĕçлекен пултарулăх пĕрлешĕвĕ[1].

Организацин тӗп тӗллевӗ - тӑван халӑхӑн чун-чӗре хавхине, ӑс-пурлӑхне, кунҫулне, вӗсен аталану ҫул-йӗрне тӗпчесси, тӗрӗс кӑтартасси, ҫак пархатарлӑ юхӑма явӑҫакан пур ҫынна, ушкӑна хавхалантарасси, тӗкӗ парасси.

Ертӳçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Президент - Ерагин Е.Е.
  • Президиум пайташӗсем — Альтина Р.С., Болгарский В.Л. ( Мускав), Дубанов И.С. - Уч.секр ., Ефимов Л.А. - Вице-през., Зорин Ю.А., Иванов А.Ф., Иванов Л.Н.- Вице-през., Карягин Ф.А., Кириллов А.К., Кондрашкин Н.Г. (Чӗмпӗр ), Отрыванов С.Г., Патмар Э.И., Семенов А.Н. (Хусан), Тарасов И.Г. (Ӗпхӳ), Федотов В.А., Федотов С.В.

Çыруçă - Павлова А.А.

Ревизи комиссийӗ:

  • Председатель — Милютин В.А.,
  • пайташсем — Филиппов Г.И., Эверсков Г.Г.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1992 çулхи чӳкĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулинче таврапӗлӳҫӗсемпе чылай тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑ, ӳнер çыннисем пĕрле пуçтарăнса «академие» пӗрлешĕнме йышăнаҫҫӗ.

1994 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Чăваш Наци Конгресĕн Мӑн Канашӗн пайташĕсем, ирӗклӗ хастар тӗпчевҫӗсемпе таврапӗлӳҫӗсем малтанхи 15 ҫынна «чӑваш халӑх ӑсчахӗ» хисеплӗ ятпа чыслать, вӗсем хушшинче: Айдак А.П., Толстов-Атнарский В.Г., Наумов Н.Е., Жачева Е.Н., Григорьев З.И., Ефимов Л.А., Ерагин Е.Е.

Тепӗр ҫулне çак йыша Зайцев Я.Н., Станъял В.П., Кибеч А.И. кӗреҫҫӗ.

2000 çулхи çурлан 24-мĕшĕччен пӗрлешĕве пĕтĕмĕшле Станъял В.П. ертсе пынă. 2000 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕнче академин пӗрремӗш уставне йышӑннӑ, ӑна РФ Юстици министерстви 2001 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Ку тапхӑрта (16.11.2000 - 14.11.2003) академин президенчӗ Тихонов П.Т. пулнӑ. Каярах пĕрлешĕве Кокшин И.Т. (14.11.2003 - 1.09.2005) тата Таллеров П.П. (21.10.2005 - 8.06.2010) ертсе пынӑ. 2010 çулхи юпан 30-мĕшĕнче иртнӗ пухура та, 2013 çулхи чӳкĕн 30-мешĕнчи пухура та президент тивӗҫне Е.Е. Ерагин мӑчавара шанса панă.

2011 ҫулхи пушăн 11-мĕшĕнче пуçласа пĕрлешӳ "Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийĕ" (1022100004585 ОГРН) ятпа ĕçленĕ.

2018 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче ҫӗнӗ устава йышăнса, пĕрлешӳ "Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ" ятпа ӗҫлет. Вӑл - РФ Конституцийӗпе, Федерацин «Пĕрлĕх организацисем пирки» калакан саккунӗпе тата хӑйӗн Уставӗпе килӗшӳллӗ, хӑй тӗлӗшпе ӗҫлекен пултарулӑх организацийӗ. Академи ӑслӑхпа, ӳнерпе, таврапӗлӳпе, халӑх ӑс-хакӑлӗллӗ ӗҫсемпе, культурӑн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен ирӗкӗпе пайтасӑр ӗҫлекен тата вӗсене аталантаракан ҫынсене пӗрлештерет.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]