Карлинов Илья Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Илия протоиерей
Çуралнă чухнехи ят: Карлинов Илья Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1928, утă, 28
Çуралнă вырăн: Çăл Атăк ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: СССР РФ
Вилнĕ вăхăт: 2016, çу, 5
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Шупашкар, Чăваш Республики
Парнесемпе чыславсем:

Халăхсен туслăхĕ орден  — 2000  • «Чăваш Республикишĕн хастарлăхшăн» орден — 2006  • III степеньлĕ Улатимĕр кнеç орденĕ  • II степеньлĕ Улатимĕр кнеç орденĕ  • II степеньлĕ Преподобный Сергий Радонежский орденĕ

Карлинов Илья Николаевич (1928, утă, 28, Чăваш АССР, Патăрьел районĕ, Çăл Атăк ялĕ — 2016, çу, 5, Çĕнĕ Шупашкар, Чăваш Республики) — протоиерей, Турă сăмахĕ ăслăхăн кандидачĕ, Çĕнĕ Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕ[1][2][3].

Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи (Чăваш АССР) Çăл Атăк ялĕнче çĕр ĕçтеш çемьинче çуралнă.

8 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илнĕ. 1949-1953 çулсенче Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре тăнă.

1956 çулта диакон санне лартнă, тепĕр çултан – иерей санне йышăннă. Каярах ăна протоиерей санĕпе тивĕçтернĕ.

1957 çулта Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче диакон пулса тăрăшнă. 1957-па – Канашри Сăваплакан Микулай чиркĕвĕн сăваплăх ĕçлевçи.

1963-па çак чиркĕвĕн тытăмçи ĕçне пурнăласа пынă, 1968-1974 çулсенчи унăн тытăмçи, çакăн хыççăн Шупашкарти Введени соборĕн штатне, Шупашкар-Чăваш епархин секретарĕ вырăнне куçарнă.

1967 çулта Мускаври чиркӳ семинаринче, 1969 çулта – Мускаври чиркӳ академинче, вĕренсе тухнă.

1975 çулта – Шупашкарти Введени кафедра соборĕн тытăмçи.

1989 çулта Илия аттене Çĕнĕ Шупашкарти кĕл тумалли киле куçарнă, çавăнта вара вăл ертсе пынипе Сăваплă Улатимĕр кнеçĕн храмне туса лартнă.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]