Айдак Аркадий Павлович
Аркадий Павлович Айдак | |||||||||
Ĕçлев тĕсĕ: | колхоз председателĕ | ||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1937, çĕртме, 7 | ||||||||
Гражданлăх: |
![]() ![]() | ||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2012, авăн, 9 | ||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, Раççей Федерацийĕ | ||||||||
Парнесемпе чыславсем: |
|
Аркадий Павлович Айдак (1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕ, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР — 2012 çул, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Республики, РФ)— СССР, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979), РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985). Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли», «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ (2012)[1].
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Айдак Аркадий Павлович 1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпайра çуралнă. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагигика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1960 çулта ПСÇЛКС Чăваш обкомĕн вĕренекен çамрăксен инструкторĕ, 1961 çулта — ССКП Етĕрне райкомĕн пропагандисчĕ, ПСÇЛКСăн Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1962 çулта «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн парторганизацин пĕрремĕш секретарĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1964 çулта ăна «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн председателĕ пулма суйланă. Çак вырăнта вăл 43 çул тăрăшнă. Айдак ертсе пынă колхоз Совет Союзĕнче чапа тухать. Аркадий Павлович колхоз ертӳçинче вăй хунă тапхăрта 270 гектар лаптăк çинче çамрăк вăрман ӳсме тытăннă, 84 гектар лаптăк çинче 64 пĕве пӳлнĕ, «Ачак» этно-çутçанталăк паркне тата юланутçăсен шкулне (35 юланут) йĕркеленĕ, шкулсене, клубсене, санаторий туса лартнă.
Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Аркадий Айдака чылай орденпа тивĕçтернĕ:
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе,
- «Хисеп палли» орденĕпе,
- СССР ВДНХ ылтăн медалĕпе
- медальсемпе.
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994),
- Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997),
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979),
- РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985),
- Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕрйĕркелӳçи.
Аркадий Айдака СССР халăх депутатне (1989), Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне (1985) суйланă. Çаплах ăна вăл районти тата ял совечĕсен депутачĕ те пулнă.
Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Айдак А. П. И взойдут семена. Архивленĕ 3 Раштав уйӑхӗн 2013 çулта. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. — 54 с.
- Аркадий Айдак, председатель колхоза "Ленинская Искра": Долгий, извилистый и трудный путь к относительной идиллии"
- Айдак А. П. И взойдут семена. — Шупашкар: Чувашское книжное издательство, 1993. — 54 с.
- "Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель", Шупашкар, 2021. [2]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- 70 лет со дня рождения Аркадия Айдака Архивленĕ 25 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Тесные узы природы Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- dic.academic.ru — Большая биографическая энциклопедия. 2009.
- Аркадий Павлович Айдак. И взойдут семена. Предисловие. — www.forest.ru Архивленĕ 7 Утӑ уйӑхӗн 2011 çулта.
- www.biografija.ru
- Айдак ялĕнче — агрокласс
- Алексей Леонтьев: Айдака асӑнар..
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хисеп орденĕн кавалерĕсем
- Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕсем
- «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн кавалерĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем
- ХХÇК медалĕпе чысланисем
- Википеди:Пайăр çынсем пирки портретсăр статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Пайăр çынсем:Етĕрне районĕ
- Чăваш Енре çуралнисем
- 1937 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 2012 çулта вилнисем
- Авăнăн 9-мĕшĕнче вилнисем
- ХХÇК ылтăн медалĕпе чысланисем