Контент патне куҫ

Çĕнĕ Пăва культура çурчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕнĕ Пăва культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ. Кунта Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсен çыннисем канма килеççĕ.

Клубра магнитофон, телевизор, сцена çинче вылямалли костюмсем пур.

1928 çулта Л. Ласточкинăн кулакăн çурчĕнче вулавăш çуртне уçнă. Пĕрремĕш вулаканĕ Аслă Таяпа ялĕнчи М. Пугачёва пулнă. 1937 çулта вулавăш çурчĕнче хĕлĕх инструментсен оркестрне йĕркеленĕ.

1956 çулта 50 вырăнлă клубăн тата вулавăшăн йывăç пӳртне купаласа лартнă. Заведующиĕ В.Л. Краснов пулнă. 1969 çулта 250 вырăн валли кирпĕчрен купаласа лартнă. Çĕнĕрен мăшăрăланнă тата çĕнĕрен çуралисен ячĕпе икĕ хурăн аллеи лартнă.

1973-1987 çулсенче клую заведующие Горшкова Галина Николаевна пулнă. 2001 çултанпа клуб директорĕ — Н. Е. Семёнова.

2004 çулта газпа ăшăтма пуçланă.