Контент патне куҫ

Çĕнĕ Пăва

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăва (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çĕнĕ Пăва
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Курнавăш
Координатсем 55°09′15″ с. ш. 47°49′56″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429384
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 830 004
Çĕнĕ Пăва (Раççей)
Точка
Çĕнĕ Пăва (Чăваш Ен)
Точка


Çĕнĕ Пăва, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.

1927 çулчен Пăва ятлă пулнă.

Пăва юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 475 çын, çав шутра 243 арçын, 232 хĕрарăм пурăннă[2]. 2004 çулта кунта 213 кил пулнă, пурĕ 645 çын пурăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 212 çын хутшăннă, вĕсенчен 115 çапăçусенче пуçĕсене хунă.

Ялта телефон станциĕ, ял вулавăшĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ пур.

Яла XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Цыгановсем никĕсленĕ. Вĕсем хальхи Вăрмар районĕ вырăнĕсенчен кунта куçса килнĕ. Çак вăхăтрах кунта христиан тĕнне вăйпа кĕртессинчен çылăнса тарнă темиçе тутар кил-йышĕ килсе вырнаçнă. 1820 — кунта пурăнакан 40 çын христиан тĕнне йышăнма килĕшнĕ.

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулчен Патăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

1892 çулта ялта 2 класлă шкул никĕсленĕ. Ун хыççăн вăл пуçламăш, тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1937 çулта вара вăтам шкул туса хунă.

1929 çулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленĕ. 1956 çулта радио кĕртнĕ, 1960 çулта — электричество. 2003 çулта яла газ кĕртнĕ.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]