Контент патне куҫ

Çурçĕр тинĕс çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çурçĕр тинĕс çулĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çурçĕр тинĕс çулĕпе усă курса тиев япаласене куçармалли маршрут (синкерпе палăртнă) тата Суэц каналĕ витĕр каякан пачах урăхла çул (хĕрлĕпе кăтартнă)

Çурçĕр тинĕс çулĕ, Çурçĕр тинĕс коридо́рĕ — Раççей европа пайĕпе Инçет Тухăçа çыхăнтаракан чи кĕске тинĕс çулĕ; Раççейĕн Арктикăри РФ саккунĕсемпе килĕшӳллĕ «тахçанах пулса кайнă пĕрлĕ наци транспорт коммуникацийĕ».

Çурçĕр Пăрлă океан (Кар, Лаптевсен, Тухăç-Çĕпĕр, Чукот) тата кăштах Лăпкă океанăн (Беринг) тинĕсĕпе пырать. Администраци енĕпе ÇТÇ çĕнĕçĕр Желания сăмсахĕнчен çурçĕрелле, тухăç енче Беринг тинĕс пырĕн 66° с. ш. параллелĕпе тата 168°58′37″ з. д. меридианĕпе тинĕс пырĕсен анăç кĕрĕмĕсемпе тата меридианпа чаракланать[1] Çурçĕр тинĕс çулĕн тăршшĕ, Кар Хапхинчен Умкурăм бухтине çити — 5600 км. Санкт-Петербургран Владивостока çити Çурçĕр тинĕс çулĕпе 14 пин км ытларах (Суэц каналĕпе — 23 тыс. км ытла).

Çурçĕр тинĕс çулĕ Арктика порчĕсене тата Çĕпĕр юханшывĕсене çыхăнтарать (çунавчăк, хатĕр-хĕтĕр, апат-çимĕç илсе пыраççĕ; вăрмана, çутçанталăк çĕрай туприне илсе тухаççĕ).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]