Контент патне куҫ

Кара тинĕсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кара тинĕсĕ
Лаптăк 893 400 км²
Калăпăш 101 000 км³
Чи тарăнăшĕ 620 м
Вăтам тарăнăш 50—100 м
Юхса кĕрекен шывсем Кара, Обь, Енисей, Таз.
КатегориВикиампарта 

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Кара тинĕсĕÇурçĕр Пăрлă океанĕн хĕрринчи тинĕс. Ятне Кара юханшывĕпе çыхăнтараççĕ. Юханшывĕн ячĕ ненецсен Кара йăхĕпе çыхăннă. Тинĕс Евразипе Çĕнĕ Çĕр, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çурçĕр Çĕр, Гейберг утравĕсем хушшинче вырнаçнă. Тинĕсĕн çурçĕр пайĕнче 1924-мĕш çулта теорилле уçнă Визе Çĕрĕ утрав вырнаçнă. Унсăр пуçне тинĕсре Арктика институчĕн утравĕсем тата ЦИК хыпарĕсен утравĕсем вырнаçнă. Кар тинĕсĕ - Раççейри чи сивĕ тинĕссенчен пĕри. Шыв вăрррисем патĕнче çуç шыв температури çулла 0 °C ăшăрах. Çулталăкăн пысăкрах пайĕнче тинĕс пăр айĕнче.

Çулла тинĕс 6°C таран ăшăнать (çиелти 50-70м).

Тинĕсре сиг, голец, камбала тата ытти пулăсем тĕл пулаççĕ.

Тĕп порт - Диксон. Тинĕс витĕр Çурçĕр тинĕс çулĕ иртет. Кара тинĕсĕ витĕр тухма питĕ кăткăс [1].

ССРС вăхĕнчи ядерла каяшсене пытарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сивлек вăрçă çулĕсенче Кара тинĕсĕнче Тинĕс Çарĕн флочĕн ядерла каяшĕсене пытарнă[2]:

  • 1965—1988 — Атомла шывай киммисен ултă реакторне тата 10 ядерла реактор путарнă[3]
  • 1981-мĕш çулта Степовой кӳлмекĕнче К-27 атомла шывай киммине пытарнă.
  • Шамраев Ю. И., Шишкина Л. А. Океанология. Л.: Гидрометеоиздат, 1980.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]