Çӳлевĕç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çӳлевĕç

Çӳлевĕç, евразири çӳлевĕç (Lynx lynx), кушак йышши чĕрчун. Унăн кĕлетки 76-106 сантиметр тăршшĕ, çӳллĕшĕ 55-65 сантиметр, йывăрăшĕ -20 килограмм таран пулать. Çӳлевĕç - вăрман чĕрчунĕ. Пысăк вăрмансенче пурăнать. Ытларах мулкачсене тапăнать. Çӳлевĕçе ăçта вăрман мулкачĕ йышлă, çавăнта асăрхама пулать. Ку кушак пĕччен пурăнама кăмăллать. Сунара çӳлевĕç каçхине е ирхине ирех тухать. Мулкчсăр пуçне тилĕпе кашкăр çурисене, хир качакин путеккине, юр айĕнчи ăсансемпепăчăрсене, шăшисене тытма пултарать. Çӳлевĕçсен чупас вăхăчĕ - нарăспа пуш уйăхĕ. Ун чухне вĕсем ытти кушаксем пекех макăраççĕ, мăрлаççĕ. Çу е çĕртме уйăхĕсенче ами 2-4 çура тăвать. Çӳлевĕçсем 25 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ нумай чухне 10-12 çултан иртмест.


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]