Контент патне куҫ

Сантиметр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сантиметр (см, cm; кивелнĕ стм.) СИ системинче 0,01 метр. СГС системинче вăрăмăша виçмелли тĕп виçе шутланать. СГСЕ системинче конденсатор шăнăçăвне виçмелли тĕп виçе пулса тăрать.

Шкулта см виçине икĕ тетрадь клетки пек шутлаççĕ.

СГСЕ-ра 1 шăнăçу сантиметрĕ вăл – 1 сантиметр радиуслă шарăн сывлăшсăр вырăна вырнаçтарнă чухнехи электричество шăнăçăвĕ. 1 сантиметр тӳлмăш = 1/9·10-11 Ф = 1,11… пФ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]