Ăрсиел çырăвĕ
Ăрсиел çыравĕ — виçĕ шăтаклă шăмă (мăйрака) псалий çинчи арамей чĕлхипе çырнă çырав[1]. Асăннă артефактăн çÿлти вĕçĕнче çурма такан, çурма вĕçенкайăкăн пуçĕ пек (гриф-така) скульптурăлла кĕлетке пур. Вăл Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел çывăхĕнчи ирхи скафсен вырăнти çынсем тустарнă тĕмескинчен тупăннă[2]. 1932-мĕш çулта псалий Патшалăх Эрмитажне пырса лекнĕ[2]. А. С. Балахванцева интерпретациленĕ тăрăх, çырулăхăн Раççей территориийĕнчи чи авалхи тупса палăртнă тĕслĕхĕ пулса тăрать[1].
Калас пулать, псалий çинчи çырулăха чи малтан 1980-мĕш çулсенче ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ Е. Ф. Королькова асăрхана[2]. Филологи ăславĕсем докторĕ В. А. Лифшиц çырава арамей чĕлхипе вуланă (мĕнпурĕ çичĕ паллă тесе шутланă) тата çырнă вăхăта пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕр пек палăртнă[2]. Балахванцев вара, палеографи никĕсĕ çине таянса çырава пирĕн эрăчченхи VIII ĕмĕр вĕçĕпе çыхăнтарат[3]. Унăн интерпретацийĕ тăрăх, паллăсен шучĕ çиччĕ мар, саккăр, мĕншĕн тесен сулахайран виççĕмĕш çумĕнчи паллă, вертикаллĕ штрих, Луристанри çыруллă бронза кăкшăм аналога тата Сфирăри I стелана[en] шута илсен, сăмахсене уйăракан паллă пулать[4].
А. Р. Канторович çырава А. С. Балахванцев, палеографи анализĕ çинче никĕслесе, пирĕн эрăчченхи VIII—VII ĕмĕрсен чикки таран аваллатма хăтланнине халлĕхе иртерех тата дискуссилле тесе шутлать, мĕншĕн тесен арамей саспаллийĕсене епле çырассин хăнăхăвĕсем каярах та сыхланма пултарнă — пирĕн эрăчченхи VII ĕмĕрĕн 2-мĕш чĕрĕкĕччен, шăпах ун чуъхне çурма така, çурма вĕçĕнкайăк сăнарĕ йĕркеленнĕ тесе шутлаççĕ[5][6][7].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Балахванцев А. С. Рысайкинский псалий и археологическая разведка в Рысайкино. Тезисы доклада на научной конференции «Полевые исследования Института востоковедения РАН» (Москва, 30. 03. 2015 г.) // Восток. Афро-азиатские общества: история и современность. 2015. № 5. С. 145.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Древнейший письменный памятник в России | Лекции по истории – историк Арчил Балахванцев | Научпоп - YouTube
- ^ https://elibrary.ru/item.asp?id=39555778
- ^ https://elibrary.ru/item.asp?id=21530332
- ^ Источник.
- ^ https://elibrary.ru/item.asp?id=23873668
- ^ Источник.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лекция Арчила Балахванцева «Древнейший письменный памятник в России» çинче