Абхазсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Абхазсем (хăйсене аҧсуа теççĕ), — абхазпа адыг халăхĕсен шутне кĕрекен халăх. Абхаз чĕлхипе калаçаççĕ.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Абхазинче тĕп халăхсем шутне кĕрет. Унсăр пуçне Турцире, Грузире, Раççейре, Сирире, Иорданинче йышлăн пурăнаççĕ.

1989 çулхи çырав тăрăх СССРта вĕсен йышĕ 93 пинпе танлашнă. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсен йышĕ 135 пине çитнĕ тесе шутлаççĕ.

Истори[тӳрлет]

Халăх апсилпа апасăк (абазг) йăхĕсем пĕрлешнипе пулнă. Грузинсем ку халăха «апхази» теççĕ. Хура тинĕс хĕрринче пурăнакан авалхи грексем вĕсене «абаски» (Αβασκοι) тенĕ.

Пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхра Абхазине кĕрекен çĕрсем Колхида патшалăхне кĕнĕ. Пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте Понтий патшалăхне, пирĕн эрăн 65 çултанпа — Рим империне кĕме пуçланă.

780-мĕш çулсенче II Леон ку çĕрсене Византи патшалăхĕнчен ирĕке кăларать, Абхаз патшалăхне йĕркелет. IX-X ĕмĕрсенче патшалăх самай вăй илет, кайран вара майĕпен Грузине кĕме тытăнать.