Контент патне куҫ

Кивĕ Халал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Авалхи Килĕшӳ ҫинчен куҫарнӑ)
Христианлăх
Портал:Христианлăх

Библи
Кивĕ Халал · Çĕнĕ Халал
Апокрифы
Евангели
Вуннă пехил
Туçи ӳкĕт сăмахĕ

Виçпĕрлев
Турă Аçа
Турă Ывăлĕ (Иисус Христос)
Сăваплă Хакал

Христианлăх кун-çулĕ
Христианлăх хронологийĕ
Малтанхи христианлăх
Гностика христианлăхĕ
Апостолсем
Çут тĕнче соборĕсем
Аслă аркану
Хĕрес харçисем
Реформаци

Христиансен турă сăмахĕ
Çылăха кĕни · Çылăх · Ырлăх
Пăстаç пĕрлешĕвĕ · Чӳк парни
Çăлăну · Иккĕмĕш килĕм
Турра ырă туни
Ыркăмăллăхсем · Варттăнлăхсем· Эсхатологи

Христианлăх турачĕсем
Католицизм · Православи · Протестантизм
Авалхи тухăç чиркĕвĕсем · Антитринитарии


"Кивĕ Халал, е Авалхи Халал[1] вăлах Еврей Библийĕ (Танах), — иуда тĕнĕпе христос тĕнĕн пĕрлехи Сăваплă (Таса) Çырăвĕ.

Çак статьяра халала христос йăлипе çырса панă. Еврей йăлипе çырни "Танах" статьяра.

Кивĕ Халал кĕнекисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кивĕ Халал кĕнекисем
Вырăс
ячĕ
Латтин
ячĕ
Грек
ячĕ
Вырăс. Акăлч. Тĕп
ячĕ
Пилĕк кĕнеке
Пултарни Genesis Γένεσις Быт. Gen בְּרֵאשִׁית
Тухни Exodus Ἔξοδος Исх. Ex שְׁמוֹת
Левит Leviticus Λευϊτικòν Лев. Lev וַיִּקְרָא
Йыша шутлани Numeri Ἀριθμοὶ Чис. Num בְּמִדְבַּר
Саккуна астутарни Deuteronomium Δευτερονόμιον Икс. Deut דְּבָרִים
Иисус Навин кĕнеки Iosue Ἰησοῦς Нав. Josh יְהוֹשֻׁעַ
Израиль Тӳрисен кĕнеки Iudicum Κριταὶ Суд. Judg שׁוֹפְטִים
Руфь кĕнеки Ruth Ροὺθ Руф. Ruth רוּת
Патшасен пĕрремĕш кĕнеки I Samuelis Βασιλειων Α' 1Цар 1Sam שְׁמוּאֵל א׳
Патшасен иккĕмĕш кĕнекии II Samuelis Βασιλειων Β' 2Цар 2Sam שְׁמוּאֵל ב׳
Патшасен виççĕмĕш кĕнеки I Regum Βασιλειων Γ' 3Цар 1Kings מְלָכִים א׳
Патшасен тăваттăмĕш кĕнеки II Regum Βασιλειων Δ' 4Цар 2Kings מְלָכִים ב׳
Çулсеренхи пĕрремĕш кĕнеке I Paralipomenon Παραλειπομένων Α' 1Пар 1Chron דִּבְרֵי הַיָּמִים א׳
Çулсеренхи иккĕмĕш кĕнеке II Paralipomenon Παραλειπομένων Β' 2Пар 2Chron דִּבְרֵי הַיָּמִים ב׳
Ездрăн пĕрремĕш кĕнеки Esdrae Ἒσδρας Езд Ezra עֶזְרָא
Неемия кĕнеки Nehemiae Νεεμιας Неем Neh נְחֶמְיָה
Эсфирь кĕнеки Esther Ἐσθὴρ Есф Esther אֶסְתֵּר
Иов кĕнеки Iob Ἰῶβ Иов Job אִיּוֹב
Псалтирь Psalmorum Ψαλμοὶ Пс / Псал Ps תְּהִלִּים
Соломон ытарăшĕсен кĕнеки Proverbiorum Παροιμιαι Прит Prov מִשְׁלֵי
Екклесиастăн, е вĕрентӳçĕн кĕнеки Ecclesiasticus Ἐκκλησιαστὴς Екк Eccles קֹהֶלֶת
Соломон юррисен юррийĕн кĕнеки Canticum Canticorum ᾎσμα Песн Song שִׁיר הַשִּׁירִים
Исаия пророк кĕнеки Isaiae Ἠσαΐας Ис / Исаи Is יְשַׁעְיָהוּ
Иеремия пророк кĕнеки Ieremiae Ιερεμίας Иер Jer יִרְמְיָהוּ
Иеремия хӳхлевĕ Lamentationes Θρῆνοι Йĕни Lam אֵיכָה
Иезекииль пророк кĕнеки Ezechielis Ἰεζεκιὴλ Иез Ezek יְחֶזְקֵאל
Даниил пророк кĕнеки Danielis Δανιὴλ Дан Dan דָּנִיֵּאל
Осия пророк кĕнеки Osee Ὡσηὲ Ос Hos הוֹשֵׁעַ
Иоиль пророк кĕнеки Ioel Ἰωὴλ Иоил Joel יוֹאֵל
Амос пророк кĕнеки Amos Ἀμὼς Амос Amos עָמוֹס
Авдий пророк кĕнеки Abdiae Ἀβδιοὺ Авд Obad עֹבַדְיָה
Иона пророк кĕнеки Ionae Ἰωνᾶς Иона Jon יוֹנָה
Михей пророк кĕнеки Michaeae Μιχαίας Мих Mic מִיכָה
Наум пророк кĕнеки Nahum Ναοὺμ Наум Nahum נַחוּם
Аввакум пророк кĕнеки Habacuc Αμβακοὺμ Авв Hab חֲבַקּוּק
Софония пророк кĕнеки Sophoniae Σοφονίας Соф Zeph צְפַנְיָה
Аггей пророк кĕнеки Aggaei Ἁγγαῖος Агг Hag חַגַּי
Захария пророк кĕнеки Zachariae Ζαχαρίας Зах Zech זְכַרְיָה
Малахия пророк кĕнеки Malachiae Μαλαχίας Мал Mal מַלְאָכִ

Кивĕ Халал канонĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ Кивĕ Халалăн пĕр-пĕринчен йышĕпе те, пулса тухнипе те уйрăмлă виççĕ канон пур:

  1. Иудей канонĕ (Танах), иудаизмра пирĕн эрăчченех никĕсленнĕскер;
  2. Христиан канонĕ, иудей канонĕн александри версипе (Септуагинта) никĕсленекенскер, Православи тата Католик Чиркĕвĕсенче йышăннăскер;
  3. Протестант канонĕ, XVI ĕмĕрте никĕсленнĕ, малтанхи иккĕшĕ хушшинчискер.

Кивĕ Халал канонĕ йĕркеленĕвĕн кун-çулĕнче иккĕ тапхăра уйăраççĕ: иудей хутлăхĕнче канон йĕркеленни тата çак канона христиан Чиркĕвĕ йышăнни.

Иудей канонĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Танах

Жанр енĕпе тата кĕнекисене хайланă вăхăчĕпе Иудей канонĕ виççĕ пайран тытăнса тăрать.

  1. Саккун е Моисейĕн Тора Пилĕк кенекеллĕхĕ
  2. Пӳлĕхçĕсем е пӳлĕхçи кĕнекисемсĕр пуçне истори хроникиллĕ Невиим.
    Невиим хăйĕ виççĕне пайланать.
    • Авалхи пӳлĕхçĕсем: Навин Иисусĕн, Судейĕн, тата Самуилăн 1 тата 2 кĕнеки (1 тата 2 Патшалăхсен) тата 1 тата 2 Патшасен (3 тата 4 Патшалăхсен)
    • Кайранхи пӳлĕхçĕсем, унта «мăн пӳлĕхçĕсен» (Исай, Иереми тата Иезекииль) виççĕ кĕнеки тата «кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» 12 кĕнеки кĕрет. «Кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» алçыравĕсем пĕр çыхăра пулса пĕр кĕнеке шутланнă.
  3. Хайлавсем е Израиль ăсчахĕсен хайлавĕсене тата кĕлĕ сăввисене кĕртнĕ Ктувим.
    Ктувим шутĕнче çулталăк çаврипе татăçуллă синагогăра вуланисене пуçтарнă Юрăсен юррин, Руфь, Иереми йĕрĕвĕн, Екклесиаст тата Есфирь кĕнекисем кĕртнĕ «çырнă пиллĕк çыхă» пухăмĕ уйрăммăн тăрать.

Хайлавăн виççĕ пайĕн (Тора, Невиим, Ктувим) ячĕсен пĕрремĕш сас паллисенчен иудей канонĕн йышĕнче ТаНаХ сăмах пулса вуланать. Иудей йăлипе кĕнекесене тăтăшах вĕсен пĕрремĕш сас паллипе ят параççĕ.

Танаха виççĕ пая уйăрнине пирĕн эрă чикки тапхăрĕнче пурăннă чылай авалхи автор палăртнă. «Саккун, пӳлĕхçĕсен тата ытти кĕнекесем» (Сир.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#1:2|1:2]]) пирки асăннине пирĕн эрăччен 190 ç. çырнă Сирах ывăлĕ Иисусĕн ăсчахлăх кĕнекинче Евангели çыравçи Лука хăйĕн Евангелири юлашки пайĕнче Иисусăн сăмахĕсене кăтартать: «Манăн пирки Моисей Саккунĕнче тата Пӳлĕхçĕсем тата Псалăмсенче çырни пурĕ те пулса тухмалла» (Лк.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#24:44|24:44]]). Çапах та чылайрахăш чухне евангели çыравçисем «саккун тата пӳлĕхçĕсем» сăмахсемпе палăртнă. Танахăн виççĕ пайĕ пирки Александри Филонĕ (п.эрч. 20 тл. — п.эрч. 50 тл.) тата Иосиф Флавий (п.эрч. 37 — ?) пĕлтерет.

Александри канонĕ (Септуагинта)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Протестант канонĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Кивĕ Халала» тишкерсе йышăнманни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Катарсем
  2. Молокансем
  3. Толстойсем

Тексчĕсемпе куçарнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ https://vulacv.wordpress.com/svapl-pipli/avalhi-halal/