Туçи ӳкĕт сăмахĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Туçи ӳкĕт сăмахĕ (Карл Блох)

Христиансем Иисус Христос çынсене Çĕнĕ Халал килсе панă теççĕ. Туçи ӳкĕт сăмахне хăш чухне Моисей Синай тăвĕ çинче Вунă халал каланин аналогĕ тесе шутлаççĕ.

Христианлăх
Портал:Христианлăх
Christian cross.svg

Библи
Кивĕ Халал · Çĕнĕ Халал
Апокрифы
Евангели
Вуннă пехил
Туçи ӳкĕт сăмахĕ

Виçпĕрлев
Турă Аçа
Турă Ывăлĕ (Иисус Христос)
Сăваплă Хакал

Христианлăх кун-çулĕ
Христианлăх хронологийĕ
Малтанхи христианлăх
Гностика христианлăхĕ
Апостолсем
Çут тĕнче соборĕсем
Аслă аркану
Хĕрес харçисем
Реформаци

Христиансен турă сăмахĕ
Çылăха кĕни · Çылăх · Ырлăх
Пăстаç пĕрлешĕвĕ · Чӳк парни
Çăлăну · Иккĕмĕш килĕм
Турра ырă туни
Ыркăмăллăхсем · Варттăнлăхсем· Эсхатологи

Христианлăх турачĕсем
Католицизм · Православи · Протестантизм
Авалхи тухăç чиркĕвĕсем · Антитринитарии


Ырăлăх тăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Галилея кӳллин çурçĕр-анăç çыранĕ хĕрринче, Табха сăрчĕ таврашĕнчи Ырăлăх католици чиркĕвĕ.

Туçи ӳкĕт сăмахне каланă сăрта «Ырăлăх тăвĕ» теççĕ. Галилейĕн çак пайĕнче çӳллĕ тусем çук пулсан та, Галилеч кӳллинчен анăçалла темиçе пысăк сăрт пур. Унсăр пуçне, хăшпĕр ăсчахсен шухăшĕпе, Библире асăннă грексен сăмахне тĕрĕсрех куçарсан «ту евĕрлĕ облаç» е «сăртсем», пулаççĕ.

Ĕлĕкхи висанти чăнлавĕпе, çакăнта Карней Хиттин тăвĕ (тӳррĕн - «Хиттин мăйраки» пулнă, унăн иккĕ тăрă), вăл Фаворпа Капернаум хушшинчи çул çинче, Тверирен 6 км тенĕ пек анăçалла, вырнаçнă. Висантисем хыççăн çаплах хĕресрестоносцы шутланă, католици энциклопединче вара паянкуна çитиех çак версирен уйрăлман[1]. Грексен православи чăнлавĕнче те çак ту айккине Туçи ӳкĕт сăмахне каланă вырăн теççĕ[2]. Наполеон тапхăрĕнче хăшпĕррисем шутланипе, Ырăлăх тăвĕ — Галилея кӳллин кăнтăр çыранĕнче, Капернаумран кăнтăралла, вырнаçнă Арбель тăвĕ, [3].

XX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа, Нахум тăвĕ çинче, Табха çывăхĕнчех, Ырăлăх халалĕсене чысласа католици храмне лартнă хыççăн, çак вырăн ĕнтĕ Ырăлăх тăвĕ ятпа палăрнă. Ту айкки питĕ лайăх акустикăллă амфитеатр шутланать. Паянхи христиан чӳнçӳревçисем тата ахаль курса çӳрекенсем те кунта Ырăлăх тăвĕ тесе килеççĕ.

Ырăллă Августин хăйĕн Туçи ӳкĕт сăмахĕ пирки комментаринче Моисей Синай тăвĕ çине хăпарнă чухне ӳкĕт сăмахне каланипе параллель тупнă. Унăн шучĕпе, çакăн пек символизм Иисус Христос Моисейĕн халалĕсене туса пынине кăтартать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Mount of Beatitudes. The Catholic Encyclopedia Online
  2. ^ Паломничество во Святую Землю. 150 лет Русской Духовной Миссии в Иерусалиме. — 1997, С. 97
  3. ^ Торик И. Энциклопедический путеводитель по Израилю. — Герцлия: Исрадон, 2008, С. 294, 298

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Betz, Hans Dieter. Essays on the Sermon on the Mount. translations by Laurence Welborn. Philadelphia: Fortress Press, 1985.
  • Kissinger, Warren S. The Sermon on the Mount: A History of Interpretation and Bibliography. Metuchen: Scarecrow Press, 1975.
  • Knight, Christopher The Hiram Key Century Books, Random House, 1996
  • Kodjak, Andrej. A Structural Analysis of the Sermon on the Mount. New York: M. de Gruyter, 1986.
  • Lapide, Pinchas. The Sermon on the Mount, Utopia or Program for Action? translated from the German by Arlene Swidler. Maryknoll: Orbis Books, 1986.
  • McArthur, Harvey King. Understanding the Sermon on the Mount. Westport: Greenwood Press, 1978.
  • Swami Prabhavananda|Prabhavananda, Swami Sermon on the Mount According to Vedanta 1991 ISBN 0-87481-050-7
  • Stevenson, Kenneth. The Lord’s prayer: a text in tradition, Fortress Press, 2004. ISBN 0-8006-3650-3.
  • Указатель в «Сборнике статей» М. Барсова (Симб., 1890, т. I, стр. 469 и сл.), а также
  • «Толковое Четвероевангелие» еп. Михаила.

Взгляды, выраженные по этому предмету Л. Н. Толстым, вызвали значительную литературу в опровержение их; см. в особенности:

  • проф. А. Ф. Гусев, «Основные религиозные начала г Л. Н. Толстого» (Казань, 1893);
  • прот. Буткевича, «Нагорная проповедь» (в журн. «Вера и Разум» за 1891 и 92 гг.);
  • прот. Смирнов, в «Православном Собеседнике» за 1894 г.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Православи материалĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]