Контент патне куҫ

Апостолсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
12 апостол Леонардо да Винчи çырнă «Тайная вечеря» фреска çинче

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Апостол (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Апо́столсем, пĕр. хис. апо́стол (ав.гр. ἀπόστολος — элчĕ, ав.гр. ἀποστέλλω ямалла глаг.) — Иисус Христосăн вĕренекенĕсем тата .

Вуниккĕ апостол

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Христианлăх
Портал:Христианлăх

Библи
Кивĕ Халал · Çĕнĕ Халал
Апокрифы
Евангели
Вуннă пехил
Туçи ӳкĕт сăмахĕ

Виçпĕрлев
Турă Аçа
Турă Ывăлĕ (Иисус Христос)
Сăваплă Хакал

Христианлăх кун-çулĕ
Христианлăх хронологийĕ
Малтанхи христианлăх
Гностика христианлăхĕ
Апостолсем
Çут тĕнче соборĕсем
Аслă аркану
Хĕрес харçисем
Реформаци

Христиансен турă сăмахĕ
Çылăха кĕни · Çылăх · Ырлăх
Пăстаç пĕрлешĕвĕ · Чӳк парни
Çăлăну · Иккĕмĕш килĕм
Турра ырă туни
Ыркăмăллăхсем · Варттăнлăхсем· Эсхатологи

Христианлăх турачĕсем
Католицизм · Православи · Протестантизм
Авалхи тухăç чиркĕвĕсем · Антитринитарии


Тĕп статья: Вуниккĕ апостол

Вуниккĕ апо́стол — Иисус Христосăн çывăх вуниккĕ вĕренекенĕ.

Христиан вĕрентĕвĕпе, хăйĕн пурнăçĕнче Иисус Христос вуниккĕ вĕренекене хăйĕнпе пулма, Евангели пирки пĕлтерме тата усалсене хăваласа яма, унăн ятĕнчен калама чĕннĕ.

Апостол Павăл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Апостол Павăл

Павăл, вăлах Савăл (ивр. שאול‎, Шауль), Иисус Христос чĕрĕлнĕ хыççăн кĕнĕ, çапла вăл Иисусăн çĕр çинче пурăннă чухне кĕнĕ апостолсен шутне кĕмест. Çапах та, Павăл христианлăхра хисеплĕ апостолсен шутне кĕрет, мĕншĕн тесен вăл апостол Петĕрпе (Симонпа) пĕрле Чиркӳн пĕрремĕш аслă ашшĕсем пулаççĕ. Апостол Павăл хăйне «халăх тĕнĕн апостолĕ» тенĕ.

Çитмĕл апостол

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Икона «Çитмĕл апостол соборĕ»
Тĕп статья: Çитмĕл апостол

Çитмĕл апостол (е 72-рен) — Христосăн тата унăн вĕренекеңĕсен вĕрентекенĕсем.

Çитмĕл апостолсен чылайрахăшĕн ятне Çĕнĕ Халалра асăнман, вĕсем пирки Сăваплă Чăнлавсенче çырнă.

Православи уйăхсăмахĕнче асăннă çитмĕл апостолсен ят-йышне V—VI ĕмĕрсенче кĕртнĕ. Çитмĕл апостол йышне чăнлавпа Марк тата Лука евангелистсем кĕреççĕ, çаплах «çитмĕл апостол» сăпатне каярах миссионер аслă ĕçĕшĕн нумайăшне (ытларах ап. Павăлăн вĕренекенĕсене) кĕртнĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]