Авиньон Вередемĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Вередем (фр. Veredeme; лат. Veredemus) (640 — 720) — сăваплă Авиньон еписопĕ (700—720), асăну кунĕсем — çĕртме, 17 тата çурла, 20.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăваплă Вередем (е Вередемий), грек кăкĕнчен тухнăскер, Галлире, Дюранс (Durance) айлăмĕнче пĕччен пурăнма тытăннă. Унăн çĕр хăвăлĕ Гардонăн çыранĕ хĕрринче пулнă. Сăваплă Эгидий унăн юлташĕ шутланнă, сăваплă Агрикола çĕре кĕрсен, 700 çулĕ тĕлнелле, Авиньон епископĕ вырăнне йышăннă. Çак вырăн вăл 720 çулчен тăрăшнă.

Сыхланса юлнă çĕр хăвăлĕнче — Анат Лангедокра чи ĕлĕкхинче — VIII ĕмĕрте çырнисем упранса юлнă.

Сăв. Вередеме Кавайонра, Аптра (Apt) тата Карпантра хисеп тăваççĕ. Сăв. Вередем уявне (fête Saint-Vérédème) Эйгьерте (Eyguières) ирттереççĕ. 1960-мĕш çулченех Санильякра (Sanilhac) пурăнакансем Гардон патĕнчи Вередемĕн çĕр хăвăлне çумăр ыйтма кĕл тума çӳренĕ. Сăваплă Вередем Кро (Crau) тӳремĕнчи кĕтӳçсен хӳте кӳрекенĕ шутланать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]