Контент патне куҫ

Адрианов Константин Адрианович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Адрианов Константин Адрианович
Çуралнă вăхăт 1843 çулхи çавăн 20-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Шетмĕ,
Вилнĕ вăхăт 1909 çулхи çăвăн 9-мĕшĕ
Гражданлăх Раççей

Адрианов Константин Адрианович (1843-1909) — вĕрентевçĕ тата педагог. Чăваш интеллегенцийĕн пĕр ăруне (ратнине) пуçласа яраканĕ (унăн ачисем вĕренсе пысăк çына тухнă). Ывăлĕсем:

Константин Адрианович Адрианов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Мăрат вулăсне кĕрекен Шетмĕ ялĕнче 1843 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) çуралнă. Халĕ çак ял пирĕн района кĕрет. 1978 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăна юнашарти Ишлĕ ялĕпе пĕрлештернĕ.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕрти уес вĕрентĕшĕнче пĕлÿ илнĕ.

Ăçта ĕçлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçари вăтам шкулта ĕçленĕ (1863-1900). Уес училищинчен вĕренсе тухсан (1863 çулхи çурлан 1-мĕшĕ) Константин Адриановича Туçари халăх училищине учитель пулса ĕçлеме янă.

К.А.Адрианов Туçари халăх училищинче 1900 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен ĕçленĕ. Кун хыççăн Пăва уесĕнчи Чурачăкра вăй хунă. Туçаран Мăрат вулăсĕнчи Чурачăкри училищĕне пуп хĕсĕрленине пула куçма тивнĕ. 1909 çулхи çу уйăхĕччен Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпỹ уесĕнчи Халайпуçĕнчи земство шкулĕнче ĕçленĕ. Халайпуç ялĕ каярахпа Çĕньял Чуракассипе сыпăннă (хальхи вăхăтра Красноармейски районĕнчи Шывпуç ял тăрăхне кĕрет).

Константин Адрианович Адрианов 1909 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ỹпке шыççипе вилнĕ.

К.А.Адрианов çут ĕçĕнче 46 çула яхăн ĕçлесе те кĕпĕрнери земствăран хăйне пенси памалла тăвасса кĕтсе илеймен.

Михаил Иванов журналист тата историк пĕлтерни[4]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

<Куçару: >

1879 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Константин Адрианова халăха вĕрентес тĕлĕшпе тунă ĕç-семшĕн кăкăр çине хăюпа çакса çỹремелли "Тăрăшулăхшăн" кĕмĕл медальпе наградăланă.

  • Иванов, Михаил. Самое сокровенное. // Иванова В. А., Иванов М. И. И20 Радуга над Волгой/Худож. В. И. Х арламов.— М.: Сов. Россия, 1980.— 192 с., ил., 8 л. ил.— (В семье российской, братской).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ Чувашская энциклопедия
  3. ^ Адриановсен ачисем пурте Тури Туçара çуралнă пулмалла, анчах та, ашшĕ-амăшĕ Шетмĕре çĕр пайĕсем тытса тăнăран, çавăнта çуралнă пек хут тутарнă пулĕ аслисем пирки. Ку ыйтăва тĕплĕнрех тĕпчемелле.
  4. ^ Асăннă çăлкуç. — с.29-30