Адрианов Константин Константинович
Константин Константинович Адрианов | |
Çуралнă вăхăт | 1887, çу, 24 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Тури Туçа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Патăрьел районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт | 1971, кăрлач, 7 |
Вилнĕ вырăн | Омск, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх | ССРП |
Пăхăнулăх |
Константин Константинович Адрианов (24.5.1887, Тури Туçа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Патăрьел районĕ, Чăваш Ен) – 7.1.1971, Омск, РСФСР, ССРП) — чăвашсен пĕрремĕш тухтăрĕсенчен пĕри[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1887 çулхи çăвăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи Тури Туçа ялĕнче, пуçламăш шкулта вĕрентекен çемьинче çуралнă.
Чĕмпĕрти гимназире ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Аслă пĕлĕве Петербургри вăрçă-медицина академинче (1912) илнĕ. Пĕр хушă Кавказра вăй хунă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче уйри хоспитăльсенче хирург пулса ĕçленĕ. Раççейри граждан вăрçине хутшăннă.
Чылай хушă Омск гарнизонĕн хоспитăлĕнче тĕп тухтăр, ШĔХК Çĕпĕрти лагерĕсенче медсанчаçĕсенче пуçлăх тата аслă санинспектор вырăнĕнче ĕçленĕ.
1948 çулта отставкăна тухсан Омскра поликлиникăра тĕп тухтăр пулса тăрăшнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Пăва уесĕнче çуралнисем
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- Омскра вилнисем
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1887 çулта çуралнисем
- Çăвăн 24-мĕшĕнче çуралнисем
- 1971 çулта вилнисем
- Кăрлачăн 7-мĕшĕнче вилнисем